21 декабря 2016 г.
Пирĕн районта йывăр атлетика спортне йĕркелекен тата аталантаракан Николай Матвеевич Малькова асăнса çулсеренех турнир иртет. Кăçал турнира 50 спортсмена яхăн хутшăнчĕ.
Йывăр атлетсем тĕрлĕ виçесенче ăмăртрĕç. 34 килограмлă виçере В.Марков воспитанникĕсем- Д.Перцев, А.Панкратов, А.Абрамов /пурте Кивĕ Эйпеçрен/ пьедестал çине хăпарчĕç. Ытти виçесенче те тупăшу хĕрÿ пычĕ. Камсем-ха çĕнтерÿçĕсем? 38 кг. 1. Н.Смирнов /Кивĕ Эйпеç/. 2. А.Капралов /Çĕнĕ Пăва/. 2. К.Кузнецов /«Юман» СК/. 42 кг. 1. А.Никонов /Çĕнĕ Пăва/. 2. С.Демьянов /Елчĕк/. 3. А.Перцев /Кивĕ Эйпеç/. 46 кг. 1. А.Паршуков /Çĕнĕ Пăва/. 2. А.Милехин /Патреккел/. 3. С.Микихин /Çĕнĕ Пăва/. 50 кг. 1. С.Сахров /Кивĕ Эйпеç/. 2. Д.Борисов /Елчĕк/. 3. Н.Иванов /Кивĕ Эйпеç/. 56 кг. 1. М.Марков /Патреккел/. 2. Д.Исаев /Елчĕк/. 3. Л.Цветков /Çĕнĕ Пăва/. 62 кг. 1. В.Воробьев /Елчĕк/. 2. М.Дмитриев /«Юман» СК/. 3. М.Астраханов /Çĕнĕ Пăва/. 69 кг. 1. А.Носов /Кивĕ Эйпеç, Кавал/. 2. А.Абдулхаиров /«Юман»СК/. 3. М.Григорьев /Кивĕ Эйпеç/. 69 кг йывăртарах. 1. А.Марков /Кивĕ Эйпеç/. 2. И.Горшков /Патреккел/.
Хĕрачасенчен 48 кг виçере М.Антонова /Елчĕк/, 48 кг йывăртарах виçере И.Мартынова /Елчĕк/ - çĕнтерÿçĕсем.
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем грамотăсене, медальсемпе хаклă призсене тивĕçрĕç. Призсене Елчĕкри çамрăксен фончĕ уйăрнă.
А.Убасева тренер пулса ĕçленĕ вăхăтра спорт мастерĕсем сахал мар хатĕрленĕшĕн спорт куртки парса чысларĕç.
Источник: "Елчĕк Ен"