28 декабря 2016 г.
Шупашкарта полиатлон енĕпе /тĕл пересси, 60 м спринт, 2 çухрăмлă кросс, 100 м шывра ишесси/ Чăваш Ен кубокĕн финалĕ иртнĕ.
Пирĕн районти А.Игнатьевпа А.Леонтьев ăнăçлă ăмăртнă.
А.Игнатьев хăйĕн ушкăнĕнче мала тухнă, спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă. А.Леонтьев та малта. Вĕсем полиатлон енĕпе çитес çул Раççей чемпионатне тата кубокне хутшăнĕç.
Источник: "Елчĕк Ен"