11 января 2017 г.
Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем вăхăтĕнче Раççейре спортпа сывлăх вунăкунлăхĕ иртнĕ. Çавна май районта тĕрлĕ мероприяти йĕркеленĕ.
Елчĕк ял тăрăхĕ. Тĕп меропиятисем ытларах «Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕнче иртнĕ. Январĕн 6-мĕшĕнче кунти спорт залĕнче Чăваш Республикин ялхуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕн, «Победа» ООО директорĕн Николай Головинăн призĕсемшĕн мини-футбол енĕпе ăмăрту йĕркеленĕ. Вăйăсем хĕрÿ кĕрешÿре иртнĕ. Ăмăртăва 9 команда хутшăннă. Пĕрремĕш вырăнта - Елчĕк ял тăрăхĕн туслă команди. «Победа» ОООн тата Тăрăм ял тăрăхĕн командисем призерсен йышне кĕнĕ. Вĕсене кубоксем, дипломсем, медальсем, укçан призсем парса чысланă. «Чи лайăх вратарь» ята Владислав Лепешкин /«Победа» ООО/, «Чи лайăх хÿтĕленсе вылякан» ята Сергей Васильев /Елчĕк ял тăрăхĕ/, «Чи лайăх тапăнса вылякан» ята Артем Кириллов /Тăрăм ял тăрăхĕ/, «Чи лайăх бомбардир» ята Евгений Носов /«Победа» ООО/, «Чи активлă болельщик» ята Леонид Князев /Лаш Таяпа/ тивĕçнĕ.
Çавăн пекех «Улăпра» Елчĕк ялĕн урамĕсен командисем те мини-футбол енĕпе турнир ирттернĕ. 6 урамри командăсенчен малти вырăнсене «Ырсамай» микрорайонăн, Мир тата Çурçĕр урамĕсен спортсменĕсем йышăннă. «Ырсамай» микрорайонăн команди пысăк кубока çĕнсе илнĕ.
Çамрăк спортсменсем республикăри спорт мероприятийĕсене те хутшăнаççĕ. Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекен Екатерина Агеева Çĕнĕ çул умĕн Шăмăршă районĕнче иртнĕ «Виçпÿрт йĕлтĕр йĕрĕ» турнирта 2001-2002 çулсенче çуралнă хĕрачасенчен финиша иккĕмĕш çитнĕ.
Тÿскелти нумай функциллĕ культурăпа кану центрĕнче шашкăлла выляссипе турнир иртнĕ. Унта 12-шер арçын ачапа хĕрача хутшăннă. Турнирта Александр Данилов, Дмитрий Быков, Артем Петров палăрнă.
Аслă Елчĕк ял тăрăхĕ. Кунта «Ылтăн шайба» клуб призĕсемшĕн вăтам ушкăнри хоккеистсем тĕл пулнă. 2004-2005 çулсенче çуралнă арçын ачасен 5 командинчен Патреккелти шкулăн команди - пĕрремĕш, Елчĕксемпе Аслă Елчĕксем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Елчĕкри Дмитрий Петров, Патреккелти Дмитрий Крыловпа Роман Гаврилов - чи лайăх вылякансен йышĕнче. Патреккелсем республикăри ăмăртăва хутшăнаççĕ.
Хоккей площадкинче нумаях пулмасть пурнăçран уйрăлнă, 1983 çултанпа шкулта ĕçленĕ Виталий Афанасьева асăнса ирттернĕ турнира 4 команда хутшăннă. Аслă Елчĕксем, Тÿскелсем, Патреккелсемпе Лаш Таяпасем хăйсен ăсталăхне кăтартнă.
Лаш Таяпа ял тăрăхĕ. Лаш Таяпара Сывлăх кунĕнче спортсменсем «Кĕрешÿ» мелĕпе кĕрешес тата армспорт енĕпе турнир ирттернĕ. Алă вăйне виçессипе Лаш Таяпари Дмитрий Яковлевпа Александр Абдулкин, Кушкăри Александр Бакин палăрнă.
Яманчÿрелĕнче Александр Ефимов вĕрентекене асăнса ирттернĕ хоккеистсен турнирне пирĕн районти 7 команда, Патăрьелсен пĕрлештернĕ команди хутшăннă. Финалта Патреккелсем Лаш Таяпасене çĕнтерсе кубок хуçисем пулса тăнă. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене медальсемпе, призсемпе чысланă.
Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕ. Кушкăри вăтам шкулта вĕренекенсем «Интернетсăр пĕр кун» девизпа хĕллехи тĕрлĕ вăйăсем ирттернĕ. Вĕсем сывлăха çирĕплетнĕ, тус-юлташсемпе хутшăннă.
Кивĕ Эйпеçри тĕп шкулти пуçламăш классенче вĕренекенсем йĕлтĕр çине тăрса уçăлма тухнă.
Курнавăш ял тăрăхĕ. Çĕнĕ Пăвари культура çуртĕнче Борис Кротова асăнса ирттернĕ сĕтелçи теннис вăййине кăмăллакансен турнирĕнче 18 çамрăк ăмăртнă. Хĕрÿ кĕрешÿре Александр Кукурузова çитекенни пулман. Александр Купташкинпа Геннадий Кукурузов та çĕнтерÿ-çĕсен йышĕнче.
Курнавăшра кире пуканĕ йăтакансем, алă вăйĕ виçекенсем, дартспа шахматла вылякансем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă. Армрестлинг енĕпе Алиса Паймина, Денис Мартышкин, кире пуканĕ йăтассипе Наталья Фомина, Артем Кудряшов çĕнтернĕ.
Спорт мероприятийĕсем ытти ял тăрăхĕсенче те иртнĕ.
А.КАРЛИН хатĕрленĕ.
Источник: "Елчĕк Ен"