МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Афганецсене манмаççĕ

15 февраля 2017 г.

Афганецсене манмаççĕ

Аслă Елчĕкре воин-интернационалистсене асăнса хоккей турнирĕ иртрĕ.

Районти чи пысăк ялтан - Аслă Елчĕкрен Афган вăрçине хутшăннисем те йышлă - 24 çамрăк. Вĕсенчен пĕри - Анатолий Патшин хăйĕн юнĕпе Афганистанăн çĕрне хĕретнĕ - унта пуçне хунă. Сăртлă-туллă çĕршыври вăрçăран таврăннă хыççăн тĕрлĕ чире е урăх сăлтава пула пурнăçран уйрăлнисем те пур. Вĕсене асăнса ирттернĕ уçă хоккей турнирне уçнă май район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Левый, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Афанасьев, шкул директорĕ Н.Малышкин, Ленин ячĕллĕ ЯХПК председателĕ В.Падуев, Афган вăрçин инваличĕсен районти пĕрлĕхĕн ертÿçи П.Анисимов, спорт ветеранĕ П.Сидоров хоккеистсемпе куракансене саламларĕç, ăнăçу сунчĕç.

Уçă турнира Лаш Таяпапа Тĕмер ялĕсен хоккеисчĕсем пуçларĕç. Тĕп вăхăтра вăйă 1:1 шутпа вĕçленчĕ. Хушса панă вăхăтра та çĕнтерÿçĕсене палăртма май килмерĕ. Буллит çеç ăнăçу Лаш Таяпасем енче пулнине кăтартса пачĕ.

Патреккелсем Тÿскелсенчен 4:1 шутпа выляса илчĕç.

Лаш Таяпапа Аслă Елчĕк хоккеисчĕсем хушшинчи вăйă та кăсăклă иртрĕ. Пĕрремĕш тапхăра Аслă Елчĕксем 3:0 шутпа выляса илчĕç. Анчах ытти икĕ тапхăрта Лаш Таяпасем Аслă Елчĕксен хапхине 5 /!/ шайба çапса кĕртме пултарчĕç. Аслă Елчĕк ялĕн хоккеисчĕсем хушса панă вăхăтра Патреккелсене 5:4 шутпа çĕнтерчĕç.

Юлашки вăйăра Лаш Таяпасемпе Патреккелсем тĕл пулчĕç. Вăл куçса çÿрекен кубок хуçине палăртнине шута илсе, вăйă хĕрÿленнĕçемĕн хĕрÿленсе пычĕ. Тĕп вăхăтра та, хушса панинче те çĕнтерÿçĕне палăртма май килмерĕ. Буллитпа Лаш Таяпасем çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕç, кубока çĕнсе илчĕç. Аслă Елчĕксем - иккĕмĕш, Патреккелсем виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Турнирта чи лайăххисене те палăртрĕç. Лаш Таяпа командинчи Александр Князев «Чи лайăх вратарь», Патреккелĕнчи Геннадий Петров «Чи лайăх хÿтĕленсе вылякан», Аслă Елчĕкри Александр Падуев «Чи лайăх тапăнса вылякан» ятсене тивĕçрĕç. Вĕсене ятарлă призсем парса чысларĕç.

Аслă Елчĕк командинчи Артем Чернов çулсеренех палăрать - хоккей вăййисене ăнăçлă вылять. Кăçал спортри çитĕнÿсемшĕн Артем Афган вăрçин ветеранĕсен тата инваличĕсен обществăлла организацийĕн ятарлă призне илме тивĕçрĕ.

А.КАРЛИН.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика