08 февраля 2017 г.
1982 çултанпа иртекен «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» массăллă чупăва кăçал çĕршыври 74 регион хутшăнать.
Чăннипех спортăн пысăк уявне хутшăнакансен йышĕ ÿссе пыни кăмăла çĕклет. Февралĕн 11-мĕшĕнче йĕлтĕрпе чупма юратакансемпе пĕрле профессионал-спортсменсем, олимпиецсем, спорт ветеранĕсем старта тухаççĕ. Çавăн пекех хĕллехи спорт уявне паллă политика тата патшалăх деятелĕсем, Раççей Федерацийĕн субъекчĕсемпе хуласен, районсен, министерствăсемпе ведомствăсен ертÿçисем те хутшăнаççĕ.
Пирĕн районта «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2017» массăллă чупу Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн спорт площадкинче, ял тăрăхĕсен тĕп ялĕсенче иртет. Ăмăртăва савăнăçлă лару-тăрура 11 сехет те 45 минутра уçаççĕ. Массăллă чупу 12 сехетре пуçланать. Дистанцисем тĕрлĕ ÿсĕмри çынсемшĕн тĕрлĕрен. VIP чупура арçынсемпе хĕрарăмсем - 1 çухрăма, 5-8 классенче вĕренекенсем - 2 çухрăма, 9-11 классенче вĕренекенсем тата 46 çултан аслăрах арçынсемпе хĕрарăмсем - 3 çухрăма, 45 çултан çамрăкрах арçынсемпе хĕрарăмсем 4 çухрăма чупаççĕ.
Массăллă чупăва хутшăнакансем медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла.
Пурне те йĕлтĕр йĕрĕ çине тăма чĕнетпĕр, ентешĕмĕрсем!
Источник: "Елчĕк Ен"