03 июня 2017 г.
Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнче пĕлỹ илекенсем час-часах районта, республикăра иртекен предмет олимпиадисенче мала тухаççĕ, шкулăн ят-сумне çỹле çĕклеççĕ.
2016-2017 вĕренỹ çулĕнче район шайĕнчи олимпиадăра физкультура предметне вĕрентекен О.Н.Осипов ертсе пынипе Ева Михайлова (7-мĕш класс) - призер, Дмитрий Волков - (11-мĕш класс) çĕнтерỹçĕ, Наталья Федорова (11-мĕш класс) çĕнтерỹçĕ ятсене тивĕçнĕ. ОБЖ предмечĕпе иртнĕ олимпиадăра Арина Иванова (9-мĕш класс) - çĕнтерỹçĕ, Наталья Федорова (11-мĕш класс) призер пулса тăнă. А.В.Сазонова тăрăшнипе математика предмечĕн олимпиадинче Кирилл Чернов (9-мĕш класс) призер ята çĕнсе илнĕ. Кирилл çавăн пекех Н.А.Чернов ертсе пыракан астрономи, физика предмечĕсен олимпиадисенче призер тата çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. Татьяна Воронова (10-мĕш класс) вара технологи (ертỹçи - О.П.Осипова), литература предмечĕсен олимпиадисенче (ертỹçи - Г.И.Николаева) малти вырăнсене тухма пултарнă. 10-мĕш класри Екатерина Вишневская (ертỹçи Н.А. Карчикова) экологи предмечĕпе иртнĕ олимпиадăра призерсен йышне кĕнĕ, литература предмечĕн олимпиадинче çĕнтернĕ.
Физкультура предмечĕн Раççей шайĕнчи олимпиади кăçал Чĕмпĕр хулинче иртнĕ. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи 11-мĕш класра вĕренекен Дмитрий Волков çак пысăк та яваплă олимпиадăра абсолютлă çĕнтерỹçĕ ята тивĕçни республика, район, шкул тата ял ятне çỹле çĕклерĕ. Паллах, çак çĕнтерỹре вĕренекенĕн наставникĕн О.Н. Осиповăн тỹпи пысăк. Юлашки виçĕ çул хушшинче асăннă предметпа районти ăмăртусенче - 4 çĕнтерỹçĕ тата 8 призер, республика шайĕнче - 1 çĕнтерỹçĕпе 3 призер, Раççей шайĕнче 2 призер тата 1 çĕнтерỹçĕ пулни Олег Николаевичăн сумне тата та çĕклет. Çитĕнĕвĕсем татах та пур педагогăн. О.Осипов район шайĕнчи "Çулталăкри вĕрентекен - 2016" хисеплĕ ята тивĕçрĕ. Районти физкультура предметне вĕрентекенсен пĕрлĕхĕн ертỹçи пулнă май спортпа туслисен йышне ỹстересси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать.
Дима пирки те кĕскен çырса хăварам. Хăвăлçырмари Волковсен йышлă йăхĕнчен вăл. Ашшĕ, Владимир Владимирович Волков, Мускава ĕçлеме çỹрет. Мăшăрĕ, Лидия Федоровна, "АСК-Яльчики" ОООра тăрăшать. Икĕ ача çитĕнтерет мăшăр. Дима Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнчи 11-мĕш класран вĕренсе тухать, Кристина Хăвăлçырма шкулĕнче 8-мĕш класс пĕтерчĕ. Вĕренỹре иккĕшĕ те "5" паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраççĕ.
Дима виçĕ ăру çемйинче ỹссе çитĕннĕрен аслисене хисеплеме, вĕсем каланине çамрăклах ăса хывма хăнăхнă. Унăн аслашшĕпе асламăшĕ - ĕмĕрĕпех тăван хуçалăхра шоферта, трактористра вăй хунă Владимир Степановичпа дояркăра тăрăшнă Людмила Дмитриевна ял хушшинчи сума çĕнсе илнĕ çынсем.
Димăн пултарулăхне ялти шкулти физкультура предметне ертсе пыракан Андрей Карсаков ачаранах асăрханă, ăна пур енлĕн аталантарма тăрăшнă. Çак вăхăтрах вăл район тата республика шайĕнчи ăмăртусене те активлă хутшăннă, вĕсенче пĕрре анчах мар малти вырăна тивĕçнĕ. Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнче вĕренме пуçласан унпа тепĕр ăста педагог - Олег Осипов ĕçлеме пуçланă. Дима кунта та шкул чысне район тата республика шайĕнче хỹтĕленĕ.
Вĕренекенсемпе вĕрентекенсен хисепне çĕнсе илнĕ çамрăк хăйне нихăçан та пысăка хумасть, сăпайлăхпа тата лăпкăлăхпа палăрать. Димăн пултарулăхне республика, район шайĕнче те асăрхамасăр хăварман - вăл Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ пулса тăнă. Унăн сăнне районти Хисеп хăми çине вырнаçтарнă.
Пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ çитĕнекен ăрăва пурнăç çулĕнче ăнăçу та çитĕнỹ сунар.
И.ЛЕВЫЙ.
Сăнỹкерчĕкре: Дима Волков.
Источник: "Елчĕк Ен"