23 июня 2017 г.
Ĕнер тенĕн пуçланчĕ шкул ачисен çуллахи каникулĕ. Паян вара кану кунĕсен пĕрремĕш уйăхĕ вĕçленсе те пырать. Питĕ хăвăрт, сисĕнмесĕр шăваççĕ çу кунĕсем. Пĕр тесен çуллан пĕрремĕш уйăхĕнче шăпăрлансем лайăх хĕртĕнсе кураймарĕç тесен те йăнăш мар. Çапах та районти шкулсен çумĕнчи сывлăха çирĕплетмелли лагерьсене çỹрекен ачасен тунсăхлама вăхăт пулмарĕ. Вĕсен сăн-питĕнчен хаваслă кулă каймарĕ.
Районти шкулсен çумĕнчи лагерьсене 671 ача çỹрет. Вĕсемсĕр пуçне районти халăха социаллă пулăшу паракан центр урлă 80 ача хăтлăх тупнă.
1-7 классенче вĕренекенсене канма тата сывлăхне çирĕплетме район 1199200 тенкĕ уйăрнă. 21 куна тăсăлакан лагерьти кашни ачана апатланма кунне 85 тенкĕ каять.
Ирхине сакăр сехет çурăран пуçласа кăнтăрла иртсе икĕ сехет çурăччен лагерьте хаваслă ача-пăча сасси янраса тăрать. Кашни лагерь палăртнă кун йĕркипе ĕçлет. Унта вара вĕренекенсене пĕрре те кичем мар. Кашни куна усăллă та хаваслă ирттерме мĕнпур услови пур. Мĕнле уяв кăна йĕркелемеççĕ воспитательсем, мĕнле кăна пулăма паллă тумаççĕ кану лагерьне çỹрекенсем. Куллен тенĕ пек экскурсисенче пулаççĕ, ушкăн вăййисенче хавасланаççĕ, спорт ăмăртăвĕсенче ỹт-пĕве пиçĕхтереççĕ, бассейнра шыва кĕрсе киленеççĕ...
Нумаях пулмасть лагерьсенче канакан ачасем Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти спорт площадкине пуçтарăнчĕç. Кунта шкул ачисен районти 12-мĕш спартакиади иртрĕ. 16 шкул çумĕнчи ачасем хăйсене спортăн тĕрлĕ ăмăртăвĕсенче тĕрĕслерĕç. Чи малтанах ачасем эстафета чупрĕç. Унтан командăсем пионерболла, мини-футболла, шашкăлла вылярĕç. Канат туртса чи вăйлисене палăртрĕç.
Спартакиада итогĕсем тăрăх пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине Патреккелти "Веселые ребята" лагере çỹрекенсем хăпарчĕç. Çитĕнỹре Г.Иванов воспитательпе А.Адюков спортинструкторăн тỹпи те пысăк. Елчĕкри "Романтики", Кĕçĕн Таяпари "Веселые ребята" ушкăнсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене грамотăсем парса хавхалантарчĕç.
Шкул çумĕнчи лагерьсенчи кану программи малалла пырать. Вăл çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕччен тăсăлать.
ХАКЛАВ
Кира, Елчĕк шкулĕ:
- Эпĕ иккĕмĕш çул шкул çумĕнчи лагере çỹретĕп. Мана унта питĕ килĕшет. Кулленех тĕрлĕ вăйă-конкурссем иртеççĕ, тутлă çитереççĕ. Ушкăнпа бассейна шыва кĕме кайни мĕне тăрать!
Сергей, Патреккел шкулĕ:
- Эпĕ канма питĕ юрататăп. Ара, ку вĕренни мар вĕт. Лагерьте мана питĕ килĕшет. Унта кунсем сисĕнмесĕрех иртеççĕ. Кунта пирĕн тавракурăма ỹстерес тесе тĕрлĕ конкурс-тупăшусем йĕркелеççĕ, экскурсисене илсе каяççĕ.
В.СМИРНОВА.
Сăнỹкерчĕкре: спартакиада саманчĕ.
Источник: "Елчĕк Ен"