15 июля 2017 г.
Кăçалччен Елчĕк районĕнчен çĕре яхăн спорт мастерĕ тухнă. Вĕсенчен вунпĕрĕшĕ - Пăлапа Лащă тăрăхĕнче çуралса ỹснĕ хĕрсем: Луиза Дмитриева велосипедистка, Феоктиста Кривуша (Гаврилова) - ориентировани, Елена Портнова (Ярославлева) армспорт енĕпе, Зинаида Семеновăпа Екатерина Львова çăмăл атлетсем, Тамара Солина полиатлонистка, ирĕклĕ майпа кĕрешекен Марина Немцева, Наталия Кувшинова, Олеся Старостина, Любовь Иноходова тата Инна Ананьева йывăр атлетсем. Вĕсенчен чи çамрăкки - Лаш Таяпара çуралса ỹснĕ, халĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн социаллă технологипе управлени факультечĕн студентки Катя Львова.
Таврари чи авалхи шкулта хăй вăхăтĕнче чылай паллă спортсмен вĕреннĕ: çăмăл атлетика енĕпе Раççей спорчĕн тава тивĕçлĕ мастерĕ Владимир Андреев олимпиец, çĕршыв чемпионачĕсенче палăрнă Александр Ефимов, Олег Пешкумов, Михаил Андреев, Николай Анисимов, Олег Самсонов, Геннадий Дмитриев... Вĕсенчен чылайăшне пысăк спортпа туслашма, пысăк çитĕнỹсем тума Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ П.Н.Самсонов пулăшнă.
2007 çулта Елчĕк районĕнчи шкул ачисем хушшинче ирттернĕ ăмăртура Лаш Таяпари Катя Львова 500 метрлă дистанцире иккĕмĕш результат кăтартнă. Çавăн хыççăн Петр Николаевич ăна çаплах каланă: "Лайăх астăватăп, чĕрĕк ĕмĕр каялла районти ăмăртусенче санăн аннỹ Надежда Петровна çуран чупакансен, çавăн пекех йĕлтĕрçĕсен тупăшăвĕсенче яланах малти вырăнсене йышăнатчĕ. Иккĕленместĕп, тепĕр 7-8 çултан эсĕ тăван районта кăна мар, республикăра та малти вырăнсене йышăнма пултаратăн..."
Йăнăшман тĕрлĕ енлĕ аталаннă, пысăк тавракурăмлă тренер-педагог. 2011 çулта ялти шкулăн тăхăр класне лайăх паллăсемпе пĕтернĕ хыççăн Катя Львова Шупашкарти Олимп резервĕсен училищине вĕренме кĕрет. Кунта Лаш Таяпа хĕрĕ тепĕр çулхинех вăтам тата инçе дистанцисене чупассинче çитĕнỹсем тума пуçлать. 2012 çулта Катя Мускав облаçĕнчи Жуковский хулинче тата Çурçĕр Кавказра ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче 3000 метрлă кросс дистанцийĕнче тата сăртлă вырăнсенче тăватă çухрăма чупассипе (горный бег) иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене йышăннă, вунçичĕ çултах спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă. Çавăн хыççăн вăл республикăри паллă тренерсем - СССР спорчĕн мастерĕсем Николай Захаровпа Галина Архипова ертсе пынипе çĕршыв чемпионачĕсенче тата пĕтĕм тĕнчери ăмăртусенче малти вырăнсене йышăнса вун-вун медаль çĕнсе илнĕ.
ЧПУ студентки кăçалччен юниоркăсен ушкăнĕнче ăмăртнă. Нумаях пулмасть вара Екатерина Львова сăртлă вырăнта чупассипе Йошкар-Олара иртнĕ Раççей чемпионатĕнче тăван республика чысне çитĕннĕ хĕрарăмсен ушкăнĕнче 8000 метрлă дистанцире хỹтĕленĕ. Унпа пĕрле старта 16 регионти вăтăр спортсменка тухнă. Çивĕч те йывăр кĕрешỹре кăткăс дистанцие чи малтан Самар облаçĕнчи тĕнче чемпионки Галина Егорова вĕçленĕ: 18 минут та 38,03 çеккунт. Чемпионкăна шăп 50 çеккунт выляса ярса Екатерина виççĕмĕш вырăн йышăннă, бронза медале тивĕçнĕ. Унăн кăтартăвĕ Раççей спорт мастерĕн нормативĕнчен чылай лайăхрах. Çакна та палăртма кăмăллă: яштака та илемлĕ сăн-питлĕ, сăпайлă та питĕ ĕçчен Е.Львова - Лаш Таяпаран тухнă вуннăмĕш спорт мастерĕ.
Июль вĕçĕнче Мускав облаçĕнче çăмăл атлетика енĕпе Раççей чемпионачĕ иртет. Унта Екатерина Чăваш Ен чысне 5000 метрлă дистанцире чупса хỹтĕлет.
Источник: "Елчĕк Ен"