24 января 2018 г.
Иртнĕ шăматкун республикăра, çав шутра пирĕн районта та, сывлăхпа спорт кунĕ иртнĕ.
Шăпах çак кун Лаш Таяпа ялĕнче Владимирпа Петр Сметанинсене асăнса ăмăртусем иртнĕ. Ăна пилĕк çул каялла ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулнă, хальхи вăхăтра Коми Республикин ял хуçалăх тата потребительсен рынокĕн министрĕ Анатолий Князев пуçарнипе йĕркеленĕ.
Пĕртăван Сметанинсене ял çыннисем яланах ырăпа аса илеççĕ. Владимир Дмитриевич шыв ай кимĕ çинчи командир помощникĕ, десант кораблĕн командирĕ пулнă. Совет Çарĕнчен таврăнсан хăйĕн пĕлĕвне, опытне ачасене панă. Кĕçĕнни, Петр Дмитриевич, тăван ялта ĕçлесе пурăннă, спортпа туслашнă, ял, район чысне тĕрлĕ ăмăртусенче хỹтĕленĕ. Çавăн пекех вăл çамрăксене сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшма хăнăхтарса тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем йĕркеленĕ. Ылтăн алăллăскер ытти пулăшу ĕçĕсенчен те пăрăнман.
Спорт уявне район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, 27-мĕш Олимп вăййисен бронза призерĕ Владимир Андреев, тĕп спонсор Владимир Меметов, Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Павлов тата ыттисем хутшăннă, спорт тусĕсене ăмăртусенче ăнăçу суннă.
Йĕлтĕрпе чупассипе районти спортсменсемпе пĕрле кỹршĕллĕ Тутарстан Республикинчи Пăва районĕнчи Лащăпуç çамрăкĕсем те палăрнă.
Хоккей вăййине ку тăрăхра пурăнакансем питĕ юратаççĕ. Ахальтен мар куракансем питĕ йышлăн пуçтарăннă. Вĕсем çамрăк хоккеистсене хавхалантарса кăшкăрни инçете-инçете саланнă. Патреккел шкулĕн команди пĕрремĕш, Елчĕксем иккĕмĕш, Лаш Таяпасем виççĕмĕш вырăнсене тивĕçнĕ. «Чи лайăх вратарь» ята Станислав Абдулкин (Лаш Таяпа), «Чи лайăх тапăнса вылякан» — Максим Тарасов (Патреккел), «Чи лайăх хỹтĕлевçĕ» Денис Иванов (Елчĕк) тивĕçнĕ.
Шашкăлла выляса Петр Уткин (Хăвăлçырма), Анастасия Усанова (Шăмалак) çĕнтерỹçĕсем пулса тăнă.
Тĕрлĕ ăмăртăвăн çĕнтерỹçисемпе призерĕсене укçан призсем, грамотăсемпе медальсем парса чыс тунă. Ăмăртăва хутшăннă кашни çынна вĕри шỹрпепе хăналанă. Спортсменсемпе куракансене чăваш эстрада юррисене шăрантаракан, хăех юрăсем кĕвĕлекен Юрий Кашкăр илемлĕ юрăсемпе, çамрăк ташăçăсем илĕртỹллĕ ташăсемпе савăнтарнă.
Источник: "Елчĕк Ен"