20 января 2018 г.
РФ Спорт министерстви Пĕтĕм Раççейри «Ĕçлеме тата хỹтĕлеме хатĕр» физкультурăпа спорт комплексĕн çĕнĕ нормативĕсене çирĕплетнĕ. Вĕсем кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен пурнăçа кĕме тытăнĕç.
Çĕнĕ документа 2014-2016 çулсенчи программăна тỹрлетỹсемпе улшăнусем кĕртсе хатĕрленĕ. Тепĕр çултан сусăрсен те ятарлă тест тĕрĕслевĕ витĕр тухма май пулĕ. Вĕсене çул ỹсĕмне кура тĕрлĕ ушкăна (япăх куракансемпе илтекенсем, шăмă тата ăс-тăн чирĕсемпе аптăракансем тата ытти те) уйăрĕç. Сусăрсем валли ятарлă нормативсем хатĕрленĕ.
Аса илтеретпĕр: РФ Президенчĕ Владимир Путин пуçарăвĕпе 2014 çулта пирĕн çĕршывра ГТО комплексне чĕртсе тăратнă. Çак тапхăрта ГТО порталĕнче 7,5 миллион ытла çын регистрациленнĕ, вĕсенчен 1 миллионĕ ГТО нормативĕсене ăнăçлă пурнăçласа тĕрлĕ паллăсене тивĕçнĕ. Ку енĕпе шкул ачисемпе студентсем хастарлăх кăтартнă. Раççей регионĕсенче тест ирттермелли 2500 ытла центр уçнă. Чăваш Енре те вăл кашни районпа хуларах пур.