МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăçал пуçласа старта тухрĕç

24 апреля 2013 г.

Кăçал пуçласа старта тухрĕç

Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче районта çуллахи спорт сезонĕ уçăлчĕ. Çак кун Елчĕкре "Елчĕк ен" хаçат призĕсене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен 35-мĕш кросĕ тата СССР летчик космонавтне А.Г.Николаева асăнса "Советская Чувашия" хаçат призĕсемшĕн çăмăл атлетсен республикăри 75-мĕш эстафета чупăвĕн 1-мĕш тапхăрĕ иртрĕ.

Юбилейлă икĕ ăмăртăва йĕркеленĕ кун çанталăк уяр та ăшă тăчĕ, çурхи хĕвел те спорт тусĕсене ăшшăн саламланăн туйăнчĕ.

Кăçалхи ăмăртусене яланхиллех 300 ытла спортсмен хутшăнчĕ. Çурхи кроса "Елчĕк ен" хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Алексеев уçрĕ. Çăмăл атлетсемпе спорта кăмăллакансене, хăнасене чун-чĕререн саламланă май Николай Васильевич кашнинех ăнăçу сунчĕ, сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пыма, вĕренỹпе ĕçре тата спортра яланах малти ретре пулма сĕнчĕ.

Салам сăмахĕсем çумне Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый, "Советская Чувашия" хаçат представителĕсем Елена Плетневăпа Лев Васильев хутшăнчĕç. Вĕсем те çăмăл атлетсене çитĕнỹсем сунчĕç. Лев Васильев майлă самантпа усă курса Кĕçĕн Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул командине кубокпа чысларĕ. Çак шкулта вĕренекенсем "Советская Чувашия" хаçат призĕсене çĕнсе илессишĕн иртекен республикăри эстафетăра 6 çул хутшăнса район чысне хỹтĕленĕ. Юлашки 5 çулта 2 призлă вырăн - 1-мĕш тата 2-мĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Кунта физкультура предметне ертсе пыракан М.Скворцовăн тỹпи пысăк пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Хăй те спорта кăмăллаканскер, ăсталăхне воспитанникĕсем çине куçарать, вĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн чун-чĕререн савăнать. Пултаруллисене çамрăкранах асăрхаса канаш-сĕнỹпе пулăшса пыни, ỹсĕм тума хавхалантарни ырă çимĕç парать. Ытти чылай физкультура учителĕсем те тивĕç çак ырă сăмахсене.

Тĕрлĕ ỹсĕмри çамрăк спортсменсем пĕр-пĕринпе хĕрỹллĕн тупăшрĕç. Чи малтанах старта 2001 çулта çуралнисем тата унран кĕçĕнреххисем тăчĕç. Ку ỹсĕмри хĕр ачасемпе арçын ачасем 500 метра чупрĕç. Хĕрỹ тупăшура Анастасия Красновăпа (Елчĕк шкулĕ) Антон Смирнов (Курнавăш) çĕнтерчĕç. 1999-2000 çулта çуралнисен хушшинче Анастасия Семенова (Кĕçĕн Таяпа), Дмитрий Волков (Хăвăлçырма), 1997-1998 çулхисенчен Анна Смирнова (Курнавăш), Сергей Голубев (Курнавăш), 1995-1996 çулсенче çуралнисенчен Виталина Седова (Аслă Елчĕк), Алексей Егоров (Тăрăм) 1-мĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Вĕренекенсемпе калаçнă май вĕсем кашниех ăмăртăва тулли кăмăлпа хутшăнни палăрчĕ. Алексей Егоров, Виталина Седова, сăмахран, иртнĕ çул та çĕнтерỹçĕсемпе призерсен йышĕнчеччĕ.

35 çула çитичченхи спортсменкăсен хушшинче Лариса Гладкова (Курнавăш) çĕнтерчĕ. "Нива" агрофирма" ОООра бухгалтерта тăрăшакан Лариса иртнĕ çул та пĕрремĕш пулнине палăртса хăварар. Çак кун Настя хĕрĕ те хăйĕн ỹсĕмĕнче 3-мĕш вырăна çĕнсе илни çемьешĕн пысăк савăнăç.

35 тата 45 çултан аслăрах ỹсĕмрисенчен Алина Уткинăпа (Аслă Шăхаль), Мария Меметова (Лаш Таяпа) малти вырăнсене тивĕçрĕç.

Арçынсем хушшинчи тупăшу та питĕ хĕрỹ иртрĕ. 40 çула çитичченхисенчен Дмитрий Петроградский, 45 çултан иртнисенчен Александр Ермолаев мала тухрĕç. Сăмах май, çак кроса 27-мĕш хут хутшăнакан М.Скворцов А.Ермолаевран кăштах анчах юлчĕ, финиша иккĕмĕш çитрĕ. 27 çул хушшинче 17 хут пĕрремĕш вырăна тивĕçме пултарнине те пытармарĕ 53 çулхи Михаил Петрович.

Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсенчен Кĕçĕн Таяпа шкулĕн команди - ĕрремĕш, Патреккелсем -иккĕмĕш, Хăвăлçырмасем виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Вăтам шкулсенчен çĕнтерỹçĕ ята Курнавăшсем тивĕçрĕç. Вĕсем кубока виççĕмĕш çул алăран вĕçертмеççĕ. Иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсенче - ирĕклĕ Шăхальсемпе Елчĕк шкулĕсем. Асăннă командăсем ăмăртăва питĕ тăрăшса хатĕрленни тỹрех курăнчĕ.

Предприятисемпе организацисем, ял тăрăхĕсем хушшинче Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн, Шăмалак шкулĕн тата Курнавăш ял тăрăхĕн командисем призлă вырăнсене йышăнчĕç. Сăмах май, Кĕçĕн Таяпасем çак кун 3 кубок хуçи пулса тăчĕç.

Çĕнтерỹçĕсене "Елчĕк ен" тата "Советская Чувашия" хаçатсен куçса çỹрекен кубокĕсемпе, Хисеп хучĕсемпе чысларĕç. Тĕрлĕ дистанцисенче çĕнтернĕ спортсменсем "Елчĕк ен" хаçата 2013 çулхи иккĕмĕш çур çулта тỹлевсĕр илсе тăрĕç.

"Советская Чувашия" хаçат корреспонденчĕ Лев Васильев вырăнти хаçатçăсемпе калаçнă май хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ:

- Елчĕк районĕ эстафетăна республикăра чи малтан уçрĕ. Тăватă çул сирĕнпе тачă çыхăнса ĕçленĕ май çакна калама пултаратпăр: ăмăртăва йĕркелесе ирттерессипе Елчĕк районĕ республикăри ытти районсемшĕн кăтартуллă тĕслĕх пулса тăрать. Чупăва вĕренекенсем те, çамрăксемпе ветерансем те хистенипе мар, кăмăл туртнипе тата чун ыйтнипе хутшăнни тỹрех сисĕнет. Кашниех чи малтан пулма ăнтăлни кăмăла çĕклет. Çакна халăх сывă пурнăç йĕркине çирĕп тыса пынипе, ăмăртăва йĕркелекенсем ăнлантару ĕçне тивĕçлĕ шайра пурнăçланипе çыхăнтармалла.

Хаçатçăсем ăмăртăва ăнăçлă ирттерсе яма кашни çулах хастар хутшăнакансене - Елчĕк район администрацине, предприятисемпе организацисен тата учрежденисен, ял тăрăхĕсен ертỹçисене, районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн, "Улăп" физкультура комплексĕн тренерĕсене, шкулсенче физкультура предметне ертсе пыракансене, вĕренекенсене, полици сотрудникĕсене, ГИБДД инспекторĕсене, районти тĕп больница ĕçченĕсене, ăмăртăва ертсе пынă Н.Малышкина, пуçтарăннисен кăмăлĕсене хаваслă кĕвĕ-çемĕпе çĕкленĕ Елчĕкри культурăпа кану центрĕн артисчĕсене пысăк тав сăмахĕ калаççĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика