МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван ялăм, эсĕ - чи хакли

14 сентября 2013 г.

Тăван ялăм, эсĕ - чи хакли

Авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче - Елчĕксен престол уявĕ - таса пурнăçлă Александр Невский кунĕ. Унсăр пуçне ял пуçланса кайнăранпа кăçал 425 çул çитет. Çак паллă кунсене халалласа кĕçнерни кун Елчĕкре чаплă уяв иртрĕ.

Праçник чиркỹри литурги - апат кĕллинчен пуçланчĕ. Ăна Александр Невский çветтуй аслă князь ячĕллĕ чиркĕвĕн настоятелĕ, Елчĕк районĕн тăваттăмĕш округĕн благочиннăйĕ Александр атте ертсе пычĕ. Иккĕмĕш мăнкун шутланакан уява районти ытти чиркỹсен настоятелĕсем те хутшăнчĕç. Кĕлĕ хыççăн Хĕреслĕ çул çỹрев иртрĕ.

...Елчĕк ялĕ район центрĕ пулнă май пĕлтерĕшлĕ пур мероприяти те кунта иртет. Анчах Елчĕк ялĕн уявне халĕччен ятарласа ирттерни пулманччĕ. Сергей Пчелов, Игорь Пчелов, Владимир Ишмуратов, Виктор Сурков тата ытти 70 ытла ял çамрăкĕ, район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай ертỹçи Антонина Александрова тăрăшнипе вара кăçал пуçласа çак уява йĕркелесе ирттерчĕç.

Тĕп лапамра хаваслă юрă-кĕвĕ янăрарĕ, сăвăсен йĕркисенче Елчĕк ене, унăн çыннисене мухтани тĕп вырăнта тăчĕ. Çанталăк уяр, ăшă пулнине кура тĕп лапама çынсем пĕрин хыççăн тепри ушкăнпа утрĕç. Ача-пăча аттракционсем тавра пуçтарăнчĕ. Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта кĕçĕн классенче тата Елчĕк чиркĕвĕн вырсарни шкулĕнче вĕренекенсем, район центрĕнчи ача сачĕсене çỹрекенсем тимлĕ воспитательсем тăрăшнипе пурин кăмăлне каймалли концерт кăтартрĕç.

Уява пыракансем тĕп библиотека çывăхĕнче вырнаçтарнă кĕрхи чечексен куравĕпе паллашрĕç. Предприятисемпе организацисем, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем, тĕрлĕ урамсенче пурăнакансем кунта пĕри тепринчен хитререх чечек пуххи-çыххисене илсе пынă. Елчĕк ялĕнчи йышлă йăхсем - Молодовсемпе Носовсем, Архиповсемпе Кудряшовсем, Ивановсемпе Ефимовсем хăйсен çемйисенче çак вăхăтченех типтерлĕн упраннă кивĕ сăн ỹкерчĕксен альбомĕсене тунă. Молодовсем тата хăйсен йăх-несĕлĕн йывăççине пухса хатĕрлеме пултарнă. Çак пысăк ĕçе пурнăçлама Молодовсен кинĕ, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта нумай çул истори тата географи предмечĕсене ертсе пынă, хальхи вăхăтра тивĕçлĕ канури Людмила Петровна (хăй те Елчĕк, Носовсен хĕрĕ пулнă) нумай вăй хунă. Елчĕкри йышлă тепĕр йăх-несĕл - Ишмуратовсем. Вĕсен çемйин династийĕ Елчĕк ялĕн историйĕнче почта çыхăнăвĕнче 150 çул ытла ĕçленипе палăрса юлнă. Çемье пуçĕ, Михаил Алексеевич, 1897-1931 çулсенче Комсомольски районĕнчи Нĕркеç ялĕнчен (почта валеçекен тĕп центр шутланнă) хăйĕн хушма хуçалăхĕнчи лашипе Елчĕке почта турттарнă. Ывăлĕ Никита Михайлович унăн ĕçне малалла тăснă, каярахпа вăл почта ертỹçи те пулса ĕçленĕ. Унăн мăшăрĕ, Евдокия Сергеевна - почтальонка. Вĕсен хыççăн почтăра кинĕ - Лидия Матвеевна (Малькова - Елчĕк хĕрĕ) 41 çул оператор пулса тăрăшнă. Ирина (Быкова) хĕрĕ те амăшĕпе пĕр вăхăтрах кунта ĕçлеме килнĕ. Лидия аппан Сергей ывăлĕпе Ольга мăнукĕ те çыхăну ĕçченĕ пулма вĕреннĕ. Елчĕкри паллă йăх-несĕлсем çинчен каласа кăтартакан куравсене районти тĕп вулавăш ĕçченĕсем тăрăшнипе уявчченех хатĕрлесе çитернĕ, çавна май нумайăшĕ вĕсемпе маларах та паллашма пултарчĕç.

Тăрăмри шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Аэлита Гордеева тĕрлĕ енлĕ пултаруллă пулнине курса ĕненетпĕр. Хальхинче унăн паянхи Елчĕке сăнласа паракан сăн ỹкерчĕкĕсемпе паллашма тỹр килчĕ. Тăван ял, унăн çыннисем çинчен каласа кăтартакан сочиненисен конкурсне те йĕркеленĕ. Унта Елчĕкри шкулта кĕçĕн классенче вĕренекенсем хутшăннă. Историпе краеведени музейĕн ĕçченĕсем Елчĕк ялĕн историйĕпе, унăн пултаруллă çыннисемпе паллаштаракан стенд тата маччара упранакан ĕлĕкхи çи-пуç тата кил-тĕрĕшре усă курнă япаласен куравĕпе паллаштарчĕç. Экспонатсемпе çамрăксем анчах мар, аслă ỹсĕмри çынсем те кăсăкланса паллашрĕç. Уявра курмалли тата та нумай пулчĕ. Алă ĕçĕн ăстисем Антонина Печковăпа Галина Щипцова (Октябрь урамĕ), Людмила Егоровăпа Антонина Петрова (Çамрăксен), Алексей Медведев (Первомайски), Лидия Львова (Андреев), Валерий Тиняков (Больница), Галина Чернова (Совет), Любовь Тябукова (Сад тăкăрлăкĕ), Алена Патшина (Мир), Галина Тимофеева (Комсомольски) хăйсем пурăнакан урамĕсен чысне хỹтĕлерĕç. Вĕсем уявра хăйсен аллисемпе ăсталанă чи лайăх ĕçсене кăтартрĕç. Çавăн пекех кашни урам кĕр мăнтăрĕпе уяв сĕтелĕ те хатĕрленĕ. Тĕрлĕ ĕçме-çиме сĕнекен лавккасем нумай пулчĕç.

"Елчĕк ен" хаçат редакцийĕ хăйĕн типографийĕнче юлашки çулсенче кăларнă кĕнекесен выставкине йĕркелерĕ. Ял çыннисемпе хăнасем вĕсемпе кăсăкланса паллашрĕç, туянчĕç.

...Ĕç кунĕ вĕçленнĕ хыççăн 17 сехетре уяв савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ. Ялăн престол уявĕ пулнине асра тытса тĕрĕс тĕншĕн, тĕне упраса хăварассишĕн тăрăшнă Александр Нев- ский аслă князь ятне сума суса Шупашкарти "Русский егерь" çарпа истори клубĕн боецĕсем çав вăхăтри кĕрешỹ мелĕсемпе паллаштарчĕç. Ун хыççăн Александр Невский ячĕллĕ чиркĕвĕн настоятелĕ Александр атте, Лаш Таяпа тата Курнавăш ялĕсенчи чиркỹсен настоятелĕсем Силуан атте, Анатолий атте сăмах илчĕç, Елчĕксене, Елчĕк чиркĕвĕн прихутне çỹрекенсене пурне те пысăк уявпа - Александр Невский çветтуй аслă князь кунĕ ячĕпе саламларĕç. Вĕсем хыççăн район пуçлăхĕ Роза Молодова, Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владислав Сайкин, СССР халăх учителĕ Петр Чернов тата ытти сумлă хăнасем тухса калаçрĕç, Елчĕк çыннисене паллă кун ячĕпе саламларĕç. Ялти сумлă ватăсене чысларĕç. Евгения Кушникова чи нумай çул пурăннă ялти ватă, вăл 99 тултарнă. Çак вăхăтченех çирĕп ăс-тăнпа пурăнать. Арçынсенчен чи ватти - Александр Баранов, вăл 90-ра, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕ. Хăйĕн пурнăçне тивĕçлипе, ятлă-сумлă пурăнса ирттерет. Кăçалхи çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче çуралнă Шавкинсен Артемий ывăлне ялти чи çамрăк гражданин, Альбина тата Николай Спиридоновсен çемйине чи çамрăк çемье, Петровсем чи нумай ачаллă çемье пулнине палăртрĕç. Уяв умĕн тирпей-илем кĕртессипе тимлекен, хăтлă та таса пурăнакансен конкурсне йĕркелени те вырăнлă пулнă, вăл темиçе номинацире иртнĕ. Çапла майпа оргкомитетра тĕплĕн тишкерсе хак панă хыççăн "Чи тĕслĕхлĕ урам" ята Çамрăксен урамне, "Нумай хваттерлĕ чи тĕслĕхлĕ çурт" ята Мир урамĕнчи 21-мĕш номерлĕ çурта пама йышăннă. "Чи лайăх хушма хуçалăх" номинацире хальхинче Валентина Ишмуратова хуçалăхĕ мала тухнине палăртнă. Кил хуçи, Валентина Федоровна, нумай çул ясли-садра воспитателе пулăшакан пулса ĕçленĕ, халĕ тивĕçлĕ канура. Вăл килти хушма хуçалăхра сăвакан ĕне усрать, ытти выльăх-чĕрлĕхĕ те йышлă. Кил-çуртне пырса кĕрсен - тĕлĕнмелле тирпейлĕ те хăтлă. Çурта йĕркелесе тытса пыма амăшне ывăлĕпе хĕрĕ те нумай пулăшаççĕ. Елчĕкре нумай хваттерлĕ çуртсем те сахал мар пулнине шута илсе конкурса "Чи лайăх подъезд" номинаци те кĕртнĕ. Çурçĕр урамĕнчи 3-мĕш çуртри Пчеловсемпе Васильевсем, Бобровсемпе Евдокимовсем тата Морозовсем типтерлĕ хуçасем пулнине палăртса вĕсем пурăнакан подъезда чи лайăххи тесе йышăннă.

Спортăн тĕрлĕ енлĕ ăмăртăвĕсем: мини-футболла вылясси, шывра ишесси, тиевлĕ лава тĕртесси, михĕ йăтасси, пуçа михĕ тăхăнса тупăшасси, йĕтĕре, калуша инçĕшне ывăтасси, хĕрарăмсем шпилька кĕлеллĕ пушмак тăхăнса инçĕшне чупасси, нарды вăййи - пурте кăсăклă иртрĕç, ăмăртусене хутшăнакансем те йышлăн пулчĕç. Çĕнтерỹçĕсем сумлă парнесене тивĕçрĕç. Тĕп спонсорсем, паллах, Елчĕк ялĕнче çуралса ỹснĕ, хăйсем кирек ăçта ĕçлесе пурăнсан та тăван ялăн сумне çỹле çĕклеме тăрăшакан ырă кăмăллă çынсем пулчĕç. Вĕсен хушамачĕсене кашнине уйрăммăн каласа та пĕтереймĕн.

Юлашкинчен чаплă концерт пулчĕ. Ăна культурăпа кану центрĕн артисчĕсем, Шупашкартан ятарласа килсе çитнĕ хамăр ентеш-артистсем, Елчĕк ялĕн каччисемпе хĕрĕсем, кинĕсем: Алексей Московский, Петр Краснов, Алексей Шадриков, Полина Борисова, Антонина Краснова, Тамара Ишмуратова кăтартрĕç. Уяв фейерверкпа вĕçленчĕ.

Светлана АРХИПОВА.

Сăн ỹкерчĕк авторăн.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика