28 сентября 2013 г.
"Сывлăха, телее тем парсан та илме çук..." Çапла юрланине илтме пулать хăш-пĕр ушкăнсенче.
- Тĕрĕсех мар ку! - çирĕппĕнех хирĕçлет тĕп больницăра тахçантанпах ĕçлекен психолог тухтăр, "Улăп" физкультурăпа спорт керменĕнче вунă çула яхăн каялла "Хамăр пурнăçа хамăр тăсатпăр" тесе символла ят панă сывлăх ушкăнне ертсе пыракан А. Е. Молоствов. "Вăл - пирĕн хисеплĕ президент", - теççĕ ун пирки ыттисем пĕр хисеплесе те шỹтлесе.
- Вăл ушкăна кама йышăнассинчен пуçласа панă сăмахне тытма пултарайманнине ушкăнран кăларасси таранах татса парать. Ушкăна ячĕшĕн анчах çỹрекенсем, е ним сăлтавсăр занятисене сиктерекенсем кирлĕ мар пире, - пĕр шỹтлемесĕр ăнлантарчĕç П. А. Блинов вице-президентпа В.В.Егоров секретарь.
...Ушкăн шăпах палăртнă вăхăта, каçхине çичĕ сехете пухăнса çитрĕ. Яланхи йĕркепе кам пурри-çуккине тĕрĕслесе тухрĕç те пурте кăмăллă пулчĕç. Иккĕшĕ аякри командировкăна кайнă иккен. Вырăнлă сăлтав.
- Вĕсен вырăнне ушкăн майлă çамрăк килнĕ. Унпа мĕн тăватпăр, - шỹтлерĕ вăйăçсенчен пĕри, ним пулман пекех, уй айккинче пĕр-пĕччен мечĕк хăвалакан сакăр-вунă çулсенчи ача çине кăтартса.
- Ăна киле хăварма май килмерĕ паян. Эпир епле "ĕçленине" курса хăнăхтăр терĕм, - ăнлантарчĕ Николай Соснов Игорь ывăлĕ пирки.
- Апла вăл пирĕн резерв, - терĕç те ушкăнран йĕркеленĕ командăсем ăмăртăва малалла тăсрĕç.
Ирĕк те çутă залра мечĕк вылянса кăна тăрать. Малтан пĕрин уйне, унтан теприне пырса ỹкет вăл. Тепĕр чухне пĕр командăн уйнех умлă-хыçлă темиçе те "пырса анать". Ун пек чухне ахăлтатаççĕ кăна "вăйпа ĕçлесе" те кулса хăйсене хăйсем хавхалантаракансем. Пурте чăм шыва ỹкиччен тарланă, пичĕ, çан-çурăмĕ тин çеç вĕлтренпе вĕтелесе илнĕ пек хĕп-хĕрлĕ. "Победа" юлташлăх ертỹçи Николай Головин сулахай аллине кăштах амантнă (бинтласа янă) пулсан та мечĕке хирĕççисен уйнелле ыткăнтарать те ыткăнтарать кăна. Анатолий Молоствов та, сакăр теçеткене кармашаканскер, пĕрре те "маххă" памасть. Илья Бобров, Николай Павлов, Иван Егоров, Андрей Прохоров тата ыттисем те парăмра юлмаççĕ. ФОКрах ĕçлекен Юрий Петровпа Андрей Васильев пирки сăмах та калаймăн.
Ушкăнрисем каласа кăтартнă тăрăх, паян е ытти хăш-пĕр чухне ĕçпе çыхăннă сăлтава пула сайра-хутра килейменнисем те - Геннадий Зайцев, Артур Смирнов, Валерий Архипов, Геннадий Васильев, Петр Блинов, Вячеслав Явкин кирек хăçан та активлă. Вĕсем, уйрăмах президент-врач сĕннипе, тепĕр чухне ăмăртусен тактикине çĕнĕлĕхсем кĕртеççĕ, хал виçине (нагрузкăна) ылмашусем сĕнеççĕ.
Хальхинче волейбол вăййине ытларах тăсрĕç. Ун вырăнне шывра ăмăртса ишессине тата саунăра пулассине кăштах кĕскетрĕç. Анчах кам ытларах ишес, хушма хусканусем тăвас тет - чару çук.
Ушкăнра, тĕпрен илсен, пурте аслăрах çынсем. Хăш-пĕрисем тивĕçлĕ канура, отставкăра ĕнтĕ. Теприсен те пенси вăхăчĕ çывхарса пырать. Анчах вĕсем пурте йăрă та хастар. Ĕçре чи пуçаруллисемпе пултаруллисем. "Сывлăх" ушкăна çỹреме пуçланăранпа пĕри те чирлесе ларни, бюллетень илни пулман. Ăнсăртран сунас-мĕн çулăхас пулсан та часах аяккалла каять вĕсенчен.
-Эрнери кашни икĕ тĕл пулу чăн-чăн хавхалану сехечĕсем пирĕншĕн, - теççĕ ушкăнрисем пурте. Процедурăсем хыççăн хамăра вăй хутшăннине, кăмăл уçăлнине туйса савăнатпăр. Ун хыççăн нумай чухне ĕçлĕ калаçусем пуçланаççĕ, çĕнĕ плансем пирки шăхăшлама, вĕсене пурнăçлама çăмăлрах.
Вĕсем çакна та палăртрĕç: сывлăх керменĕн ĕçченĕсем мĕн кирлипе пуринпе те пулăшаççĕ. Кирлĕ тренер пулăшăвĕ параççĕ, вĕри чей, кофе хатĕрлени те пулать. Залсемпе пỹлĕмсенче йĕрке тăвакансем, тасатакансем вара ăшă кăмăлтан пурнăçлакан ĕçĕпе, хăйсен йăл куллипе хавхалану кỹреççĕ.
Анатолий ТИМОФЕЕВ.
Источник: "Елчĕк Ен"