06 ноября 2013 г.
Районта ял уявĕсене паллă тăвасси ырă йăлана кĕнĕ. Тỹскелсем ĕмĕртен Хусанти Турамăшĕн турăшĕн уявне чыслăн кĕтсе илеççĕ. Престол праçникĕ шутланать вăл. Саккăрмĕш çул çак пысăк уяв Халăх пĕрлĕхĕн кунĕпе тĕл килет. Çавăнпа та Тỹскелсем кăçал ял уявне анлă паллă тунă. Чи малтанах пурте пĕрле пуçтарăнса масара йĕркене кĕртнĕ. Часавайра Александр Невский чиркỹ пачăшки Александр иерей молебен ирттернĕ. Ялта пурăнакансем кăна мар, хулари ентешсем те йышлăн пуçтарăннă. Икĕ куна тăсăлнă уявра спорт ăмăртăвĕсем, юрă-ташă нумай кĕрленĕ.
Пĕрремĕш кунхине Тỹскелсем Елчĕкри "Улăп" физкультурăпа спорт керменне пуçтарăннă. Кунта вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый, Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Сайкин, район, ял тăрăхĕн депутачĕсем В.Егоров, И.Егоров, Д.Судаков, "Шуçăм" фольклор ансамблĕн ертỹçи В.Игнатьев, нумай çул "Прогресс" акционерсен хупă обществине ертсе пынă М.Разумов тата ыттисем саламланă. Унтан, ватти-вĕттине пăхмасăр, спорт ăмăртăвĕсене хастар хутшăннă. Тĕрлĕ ỹсĕмри арçынсемпе хĕрарăмсем, çемьесем шывра ишессипе ăмăртнă. Çамрăксемпе ваттисем футболла вылянă. Дартс, канат туртассипе пынă ăмăртусенче чи вăйлисене палăртнă. Çĕнтерỹçĕсене хаклă парнесем, грамотăсем парса хавхалантарнă. Ялти пенсионерсенчен йĕркеленĕ "Шуçăм" ансамбль илемлĕ юрăсемпе савăнтарнă.
Яла кĕнĕ çĕрти уçланкăра хатĕрленĕ вăрăм сĕтел ял çыннисене хăйĕн йĕри-тавра пуçтарнă. Кăвайт çинче пĕçернĕ чашлама, ăшă та туслă калаçу, юрă-кĕвĕ инçете саланнă.
Уява малалла тăсса вырсарни кун Тỹскелсем Елчĕкри культурăпа кану центрне пуçтарăннă. Зал тулли халăх. Ларма-тăма вырăн çук. "Шуçăм" фольклор ансамблĕ кĕске вăхăт хушшинчех районта ырă ят çĕнсе илчĕ. Вениамин Игнатьев яла куçса килнĕренпе "Шуçăм" вокалпа инструмент ансамблĕн ятне çĕнĕрен чĕртсе ячĕ. Хальхинче вăл ялти тивĕçлĕ канăва тухнă ăста юрăçсене пĕр чăмăра пуçтарчĕ. Тỹскел хĕрарăмĕсем - шăпчăк саслă Елена Разумова, Раиса Андреева малтанах Елчĕкри ветерансен "Туслăх" ансамбльне çỹретчĕç. Тăван ялта фольклор ушкăнĕ йĕркелесен сукмака унта такăрлатма пуçларĕç. Юрă-кĕвĕрен аякра тăман Алевтина Александрова, Нина Александрова, Лида Кузьмина, Галина Маркова, Зинаида Ермолаева, Антонина Смирнова, Александр Смирнов, Николай Чернов, Всеволод Александров ĕçрен пушансанах репетицине васкаççĕ. Чăваш халăх, хальхи вăхăтра халăх хушшинче анлă сарăлнă юрăсене çепĕççĕн шăрантарать ушкăн. Сасă режиссерĕ Герман Кучков концерта пĕр кăлтăксăр ирттерес тесе канăçнех çухатать.
Тỹскелсем хăйсен концертне республика гимнĕпе пуçларĕç. Унтан тăван ял гимнĕ янăрарĕ. Зал ура çине тăрса йышăнчĕ вĕсене.
Тăван Тỹскел. Çуралса ỹснĕ ял ытамĕ
Мĕн ачаран лăпкать чун-чĕрене.
Чупса çỹренĕ вăрăм сарлака урамĕ
Ăсатрĕ, кĕтрĕ ывăл-хĕрне...
тесе çырнă ЧР Писательсен союзĕн членĕ Владимир Судаков поэт тăван кĕтес пирки. Концертра вăл хăйĕн сăввисене чуна тыткăнламалла вуларĕ. Туслăх, юрату, тăванлăх юррисем концертра нумай шăранчĕç. "Шуçăмсене" район администрацийĕн культурăпа информаципе тивĕçтерекен пай ертỹçи А.Александрова саламларĕ. Пысăк уяв кунĕсемпе тỹр килнĕ Елена Разумовăна, Зинаида Ермолаевăна çывăх тăванĕсем çуралнă кунĕсем ячĕпе ăшă сăмахсемпе саламланине илтме те кăмăллă пулчĕ.
Концерта Игорь Иванов юрăç та пуянлатрĕ. Тỹскел каччи куракансене чăваш, вырăс юррисемпе тыткăнларĕ.
Концерт вĕçленсен те халăх культура центрĕнчен кайма васкамарĕ. Фойере чăваш ташши ăста ташлакансене, вальс çаврăнакансене палăртрĕç. Çĕнтерỹçĕсене парнесемпе чысларĕç.
Çакна палăртма кăмăллă: концерт вăхăтĕнче куракан ял çинчен ỹкернĕ баннерпа интересленсе паллашрĕ. Унсăр пуçне "Çĕнелет ял-çурт, çитĕнет ăру...", "Асран кайми аки-сухи...", "Культурăри çитĕнỹсем" сăн ỹкерчĕксен куравĕ те куракансен кăмăлне кайрĕ. Çавна май ял ятне çỹле çĕклекен (сăн ỹкерчĕксем, видео тăрăх Тỹскелсене халĕ тĕнчипех пĕлеççĕ) Сергей Нягина ял çыннисем тав тăваççĕ. Вăл ялти кашни çĕнĕлĕхе сăн ỹкерчĕк çине ỹкерсе ĕмĕрлĕх асра хăварма тăрăшать.
Тỹскелсем уява интереслĕ те хаваслă, асра юлмалла ирттерчĕç. Кунта Елчĕк ял тăрăхĕн депутачĕн Дмитрий Судаковăн тỹпи калама çук пысăк.
В.СМИРНОВА.
Сăн ỹкерчĕксенче: уяв саманчĕсем.
Источник: "Елчĕк Ен"