МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт шкулĕн савăнăçлă уявĕ

26 декабря 2012 г.

Иртнĕ шăмат кун "Улăп" физкультурăпа сывату комплексне сывă пурнăç йĕркине юратакансем, физкультурăпа спорт ветеранĕсем пухăнчĕç. Кунта А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулне уçнăранпа 30 çул çитнине халалланă савăнăçлă уяв иртрĕ. Ăна Аслă Елчĕкри вăтам шкул директорĕ Н.Малышкин ертсе пычĕ. Район центрĕнчи культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем пухăннисене савăнăçлă юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Сумлă уяв парнесемсĕр, спорт шкулĕн никĕслевçисене, спортпа физкультура ветеранĕсене, тренерсемпе преподавательсене чысламасăр иртмест. А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе спорт шкулĕн 30 çулхи утăмĕсене халалланă уява тĕрлĕ шайри ертỹçĕсем килнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Л.Левый, Раççей Федерацийĕн физкультурăпа спорт отличникĕ П.Сидоров, Чăваш Республикин физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн çумĕ С.Шелтуков, Чăваш Республикин кире пуканĕ йăтакансен федерацийĕн президенчĕ Ю.Карпов, йывăр атлетикăн районти федерацийĕн ертỹçи П.Скворцов, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Афанасьев, Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн ертỹçи В.Падуев, А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн ертỹçи Р.Григорьев пухăннисене уяв ячĕпе саламларĕç. Тĕрлĕ парнесене, Хисеп грамотисене, Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç спорт ветеранĕсемпе тренерсем. Район администрацийĕн пуçлăхĕн Хисеп грамотисене "Юман" спортклубăн обществăлла тренерĕ А.Портнов, "Улăп" физкультурăпа сывату комплексĕн преподаватель тренерĕ А.Васильев, Чăваш Республикин Вĕренỹ тата çамрăксен политикин Хисеп грамотисене ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн ертỹçи Р.Григорьев, преподаватель тренерĕ О.Федоров тивĕçрĕç. А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн ертỹçисенче маларах ĕçленĕ А.Убасев, Н.Виноградов, А.Васильев, А.Клементьев, В.Кудряшов та асăнмалăх парнесем, Тав çырăвĕсем илчĕç. Çавăн пекех сумлă уяв ячĕпе хатĕрленĕ вымпелсене, значоксене те пачĕç савăнăçлă ларăва хутшăннисене. А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулне 30 çул çитнине халалласа спорт енĕпе ăмăртусем иртрĕç. Йывăр атлетикăна кăмăллакансем Спорт çуртĕнче, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем "Улăп" физкультурăпа сывату комплексĕнче хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Йывăр атлетикăна районта аталантарас енĕпе Елчĕкри Николай Матвеевич Мальков нумай тăрăшнă. Хăй те мĕн çамрăкранах штангăна кăмăлланăскер, ыттисене те тимĕр вăййине хăнăхтарнă. Ахальтен мар ĕнтĕ Елчĕкре ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ хăйĕн çул-йĕрне йывăр атлетика уйрăмĕнчен пуçланă. Çавăнпа Н.Малькова асăнса штанга йăтассипе çулсерен ăмăртусем иртеççĕ. Спорт çуртĕнче иртнĕ штангистсен ăмăртăвĕнче тĕрлĕ шайри, ăсталăхпа палăракан атлетсем тупăшрĕç. Ăна çăмăл виçери атлетсем тата хĕр ачасем пуçларĕç. Хĕр ачасен результачĕсене Синклер таблиципе шута илчĕç. Кунта Çĕнĕ Пăвари Е.Ертмаковăна çитекенни пулмарĕ. Екатерина 179 очко пухрĕ. "Юман" спортклубри М.Портнова унтан 1 очко çеç каярах пухса, иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Виççĕмĕш вырăнта - Çĕнĕ Пăвари В.Ананьева. 30 килограмлă атлетсенчен А.Паршуков (Çĕнĕ Пăва), А.Чернов (Елчĕк), В.Семенов (Кивĕ Эйпеç) призлă вырăнсене çĕнсе илчĕç. Ытти виçесенче палăрнă йывăр атлетсем: 34 кг: 1. А.Чугунов (Курнавăш). 2. В.Воробьев (Елчĕк). 3. М.Марков (Патреккел). 38 кг: 1. Д.Теллин (Кивĕ Эйпеç). 2. А.Смирнов (Çĕнĕ Пăва). 3. К.Александров (Кивĕ Эйпеç). 42 кг: 1. А.Перцев. 2. А.Носов (Кивĕ Эйпеç). 3. П.Герасимов (Çĕнĕ Пăва). 46 кг: 1. А.Сайкин. 2. А.Тетмуков (Елчĕк). 3. С.Миллин (Патреккел). 50 кг: 1. Д.Зайцев (Çĕнĕ Пăва). 2. А.Ишмуратов (Елчĕк). 3. К.Козлов (Кивĕ Эйпеç). 56 кг: 1. В.Викторов (Елчĕк). 2. Н.Конюков (Çĕнĕ Пăва). 3. М.Краснов (Елчĕк). 62 кг: 1. С.Грибов. 2. В.Павлов (Çĕнĕ Пăва). 3. С.Николаев (Патреккел). 69 кг: 1. А.Никитин ("Юман" СК). 2. В.Зайцев (Çĕнĕ Пăва). 69 кг йывăртарах: 1. А.Александров (Елчĕк). 2. А.Марков (Энтепе). 3. К.Каринкин (Елчĕк). Арçынсенчен Патреккелĕнчи В.Левыйпа Ю.Крылов икĕ енлĕ ăмăртура - штангăна помост çинчен тỹрех çĕклесе тата кăкăр çинчен тĕртсе 180-шар килограмм пухрĕç. Çапах та Ю.Крыловăн хăйĕн виçи çăмăлрах пулнă пирки вăл чемпион ята тивĕçрĕ. Виççĕмĕш вырăна Елчĕкри Н.Васильев тухрĕ. Хăйсен виçисенче çĕнтернĕ йывăр атлетсен кăтартăвĕсене Синклер таблиципе очкосене куçарчĕç. Кунта 10 атлетран А.Никитин чи нумай очко пухса мала тухрĕ. Унăн 279 очко. Мала тухнисене дипломсем, медальсем, призсем парса чысларĕç. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем те спорт уявĕнче кавир çине тухрĕç. Вĕсем СССР спорт мастерĕн, çĕр-шывăн пĕрлештернĕ командине кĕнĕ И.Уркин призĕсемшĕн кĕрешрĕç. Кунта та хĕрỹ тупăшу пулчĕ. Уйрăм çынсенчен тĕрлĕ турнирсенче çĕнтернĕ К.Миллин мала тухрĕ. Çавăн пекех тĕрлĕ виçесенче палăрнă ытти кĕрешỹçĕсем те сахал мар. Шкул ачисенчен Кушкăри вăтам шкул команди, çитĕннисенчен И.Уркинăн ентешĕсем - Аслă Елчĕксем мала тухрĕç, паллă спортсмен ячĕллĕ кубока тивĕçрĕç. Мала тухнисене Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Афанасьев, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен Чăваш Республикинчи федерацийĕн ертỹçи, "Канмаш" ООО генеральнăй директорĕ А.Лапшин укçан призсем пачĕç. А.ФЕДОРОВ. А.КАРЛИН сăн ỹкерчĕкĕнче: А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулне уçнăранпа 30 çул çитнине халалланă спорт уявĕнчи самант.

Источник: "Елчĕк Ен"

Первоисточник: http://gov.cap.ru/list4/publication/rec.aspx?gov_id=594&pos=60&id=252886

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика