МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Олимпиец ĕмĕчĕ пурнăçа кĕчĕ

12 января 2013 г.

ХХ ĕмĕр варринче авалхи чăваш халăхĕн мухтавĕпе чапне Совет Союзĕн икĕ хут Паттăрĕнчен Андриян Николаев космонавтран маларах çĕкленĕ, кĕске дистанцисене чупассипе Европа чемпионĕ, Олимп вăййисене икĕ хутчен хутшăннă Ардалион Игнатьев совет спорчĕн аталанăвĕн историйĕнче ĕмĕрлĕхе ылтăн сас паллисемпе çырăнса юлчĕ. 1970 çултан пуçласа Ардалион Васильевич манăн чи çывăх аслă юлташсенчен пĕри шутланнă. Ун чухне легендарлă олимпиецпа тăван Елчĕк районĕнче те, Шупашкарти "Энергия" стадионта та республика шайĕнчи спорт ăмăртăвĕсемпе тĕрлĕ чемпионат ирттернĕ вăхăтра час-часах тĕл пулнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулсен пуçламăшĕнче мана "Слава" колхозри комсомол организацийĕн секретарьне суйларĕç. Çав вăхăтрах Лаш Таяпари вăтам шкулта физкультура учителĕнче ĕçлеттĕм. Чăваш АССР Министрсен Канашĕ çумĕнчи вăл вăхăтри физкультурăпа спорт комитечĕ (1994 çултанпа министерство) 1970 çулта хуласемпе районсенче, уйрăм предприятисемпе пĕрлешỹллĕ хуçалăхсенче, вĕренỹ заведенийĕсемпе спорт шкулĕсенче массăллă физкультурăпа спорт мĕнле аталаннин итогĕсене пĕтĕмлетнĕ май, Елчĕк районĕнчи "Слава" колхозри физкультура коллективĕ республикăри смотр-конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннине палăртрĕ. Çавна май 1971 çулхи нарăс уйăхĕн варринче "Слава" колхоз председателĕ, РСФСР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ И.Я.Денисов ертсе пынипе Лаш Таяпара спорт уявĕ ирттертĕмĕр. Унта хутшăнма Шупашкартан тăван яла СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ А.В.Игнатьев олимпиец, Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ "Урожай" физкультурăпа спорт обществин (ФСО) республикăри канашĕн пай ертỹçи Н.М.Миронов, Чăваш патшалăх педагогика институчĕн сотрудникĕ, йывăр атлетика енĕпе СССР спорт мастерĕ, республика чемпионĕ тата рекордсменĕ В.В.Данилов тата ытти паллă атлетсем килсе çитрĕç. Вĕсем пурте кăнтăрла физкультура урокĕсенче, тĕрлĕ ỹсĕмри çитĕнекен ăрупа тĕл пулчĕç, унтан колхозра та, шкулта та спорт занятийĕсем тата кăтартуллă ăмăртусем йĕркелеме пулăшрĕç. 18 сехетре вара Лаш Таяпари клубра тĕп мероприяти - спорт каçĕ пуçланчĕ. Шупашкартан илсе килнĕ наградăсене унта пире Николай Мироновпа Ардалион Игнатьев пачĕç. Вĕсем иккĕшĕ те хăйсен сăмахĕнче "Слава" колхоза кĕрекен ялсенчи спортсменсем юлашки çулсенче республикăри тата Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче палăрма пуçланине, физкультурăпа спортăн массăлăхĕ ỹснине палăртрĕç. - Паян Лаш Таяпа тăрăхне Петр Самсонов çăмăл атлет, велосипед енĕпе СССР спорт мастерĕ Луиза Дмитриева, Анатолий Теренинпа Михаил Дмитриев кире пуканĕ йăтаканĕсем, Анатолий Павлов, Николай Сорокин, Анатолий Дмитриев кĕрешекенсем тата ытти яшсемпе хĕрсем чапа кăлараççĕ. Иккĕленместĕп, кунтан малашне çĕр-шыв чемпионĕсемпе олимпиецсем те тухĕç. Анчах та вĕсене хатĕрлеме тарăн пĕлỹ илнĕ, тĕрлĕ енлĕ аталаннă тренерсемпе педагогсем кирлĕ. Эппин, Елчĕк районĕнче çывăх çулсенчех ачасемпе çамрăксен спорт шкулне уçмалла, унта ĕçлеме спортра пысăк çитĕнỹсем тунă специалистсене явăçтармалла, - тенĕччĕ Ардалион Васильевич. Вăтăр ултă çул каялла мана учительте, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденлă "Слава" колхозри физкультура коллективĕн председателĕнче ĕçленĕскере, унтан районти тата республикăри комсомол организацийĕсенче пиçĕхнĕ çамрăк коммуниста Пĕтĕм Раççейри "Урожай" ФСОн Чăваш Республикинчи канашĕн председательне суйларĕç. Çак интереслĕ те хăйне евĕрлĕ йывăр ĕçре мана чи малтан А.В.Игнатьев тата Патăрьел районĕнче çуралса ỹснĕ, çĕр-шывĕпе паллă марафонец, Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физкультура факультечĕн пĕрремĕш деканĕ А.Г.Улангин пулăшнă. 1981 çулччен "Урожай" ФСОн тытăмĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсем Вăрнар, Вăрмар, Муркаш, Патăрьел тата Шупашкар районĕсенче кăна ĕçленĕ. Çавăн пек ятарлă çĕнĕ шкула Елчĕкре уçас тĕллевпе эпĕ Ардалион Васильевичпа пĕрле çав вăхăтра профсоюзсен республикăри канашĕн, КПСС обкомĕн тата Министрсен Канашĕн ертỹçисемпе тĕл пулса темиçе хутчен ĕçлĕ калаçу ирттернĕ. Апла пулин те республикăри яллă вырăнта улттăмĕш спорт шкулĕ уçма çăмăл пулмарĕ. Елчĕк районĕнче ачасемпе çамрăксен спорт шкулне уçас ыйтăва 80-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Чăваш АССР Министрсен Канашĕ çумĕнчи физкультурăпа спорт комитечĕн председателĕ В.Ф.Филиппов уйрăмах ырламан. Юрать-ха, ун чухне пире профсоюзсен республикăри канашĕн председателĕ Н.И.Викторов лайăх ăнланчĕ. Тăрăм ялĕнче çуралса ỹснĕ Николай Ипатьевич район ертỹçисемпе калаçса татăлса тĕп библиотекăн кивĕ çуртне тĕпрен юсама, çапла майпа унта 1982 çул вĕçлениччен спорт шкулĕ уçма 50 пин тенке яхăн уйăрчĕ. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланиччен "Урожай" ФСОн республикăри канашĕн ларăвĕнче Елчĕкри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ пулма И.Я.Яковлев ячĕллĕ институтăн физкультура факультетне пĕтернĕ, икĕ çул Аслă Пăла Тимешри вăтам шкулта учительте ĕçленĕ, пысăк тавра курăмлă, пĕрремĕш разрядлă штангиста А.П.Убасева çирĕплетрĕмĕр. Анатолий Петровича пулас спорт шкулĕн çуртне тĕпрен юсаса йывăр атлетика залĕсене туса хума чи малтан Альметьевскри физкультура техникумне пĕтернĕ Николай Молоствов тата Шуршу ялĕнчи паллă атлет, вăлах ăста платник, электрик Руслан Соловьев пулăшрĕç. Вĕсем пурте унччен тĕрлĕ ăмăртура палăрнă кăна мар, аякри ялсенче те ачасене спорта юратма вĕрентнĕ. Елчĕкри спорт шкулĕ савăнăçлă самантра 1982 çулхи декабрĕн 9-мĕшĕнче уçăлчĕ. Çав кунхине çур ĕмĕр маларах çĕкленнĕ çурт самай çĕнелсе çамрăкланнă пек туйăнчĕ. Хăтлă та ăшă залра ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ уçăлнă ятпа тренерсемпе вĕсен вĕренекенĕсене Елчĕк район ĕçтăвкомĕн председателĕ П.Д.Хушкин, КПСС райкомĕн иккĕмĕш секретарĕ К.М.Леонтьева, ВЛКСМ райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ В.А.Шуйков, районти спорт ветеранĕсен канашĕн ертỹçи, чăвашсен пĕрремĕш олимпиецĕн ашшĕ В.И.Игнатьев тата çак йĕркесен авторĕ ăшшăн саламларĕç. Унтанпа сисĕнмесĕрех 30 çул иртсе кайрĕ. 1998 çултанпа Елчĕк районĕнчи ДЮСШ Ардалион Игнатьев олимпиец ячĕпе хисепленет. Çĕнĕ ĕмĕрте Елчĕкри тата Шупашкарти урамсене те пирĕн мухтавлă ентеш ятне пачĕç. Андриян Николаевпа Ардалион Игнатьева халалласа хăй тĕллĕн вĕреннĕ пултаруллă композитор тата музыкçă, Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Г.А.Борисов илемлĕ юрă хайларĕ. Пирĕн саманара А.В.Игнатьев халалĕ пĕтĕмпех пурнăçланнине унăн ячĕпе хисепленекен спорт шкулĕн çитĕнĕвĕсем çирĕплетеççĕ. Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Владимир Андреев тăван çĕр-шыв чысне виçĕ хутчен (!) Олимп вăййисенче хỹтĕлерĕ, тĕнче класлă спорт мастерĕсем Анатолий Миллинпа Александр Васильев тĕрлĕ дистанцисене чупассипе темиçе хут республика рекорчĕсене çĕнетрĕç, çĕр-шыв чемпионачĕсенче тата пĕтĕм тĕнчери ăмăртусенче вун-вун медаль çĕнсе илчĕç. Йывăр атлетика енĕпе тата кире пуканĕ йăтассипе Чăваш Енре ỹссе çитĕннĕ кашни виççĕмĕш спорт мастерĕ - Елчĕк районĕнчен. Нимĕн чухлĕ те иккĕленместĕп: Пăлапа Таяпа тăрăхĕнчен малашне тата та ытларах паллă атлетсем, тăван республикăн тата чăваш халăхĕн чапне çĕклекен вăйлă та çивĕч каччăсемпе хĕрсем ỹссе çитĕнĕç. Вĕсем валли паян Елчĕкрех лайăх условисем пур. Петр СИДОРОВ, Раççей Федерацийĕн физкультурăпа спорт отличникĕ. Сăн ỹкерчĕкре Республика рекордсменĕсемпе чемпионĕсем: Геннадий Иванов, Виктор Андреев, Иванпа Иссак Портновсем, Александр Викторов (1990 çулсен пуçламăшĕ).

Источник: "Елчĕк Ен"

Первоисточник: http://gov.cap.ru/list4/publication/rec.aspx?gov_id=594&pos=18&id=253700

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика