МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулсем çутă, ача сачĕсем илемлĕ

02 августа 2014 г.

Шкулсем çутă, ача сачĕсем илемлĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ертсе пыракан ушкăн тĕрĕслеве Елчĕкри "Шевле" ача садĕнчен пуçларĕ.

Çулталăк каялла хăпартса лартнă капмар çурт районăн мăнаçлăхĕ тесен те тĕрĕс. Хăйĕн илемлĕхĕпе инçетрен çуталса ларакан ача сачĕ хуларисенчен пĕрре те кая мар. Эрешлесе илемлетнĕ тимĕр алăка уçса кĕрсенех чечексен ытамне путатăн. Вуншар тĕрлĕ чечек-курăк ешерет палисадникре. Шăпăрлан мĕн пĕчĕкрен илемлĕхе курса, туйса, тăван тавралăха юратса ỹссе, хамăр кĕтес капăрлăхĕшĕн кашни çын тăрăшнипе пулнине паянах ăнланни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ача сачĕн территорийĕ тирпейлĕ те таса пулнине куллен куракан ача-пăча унăн çумĕнчи "Пилеш" кану паркĕнче çỹллĕ пиçенпе мăян ашкăрнине ăнланма пултараймастех. Воспитательсем пĕчĕкскерсене воспитани панипе пĕрлех территори тирпейлĕхĕшĕн канăçне çухатаççĕ, ашшĕ-амăшĕ вара хăйсене канма уйăрса панă лаптăка та хыт хура ăшне путарнă. Камран тĕслĕх илмелле ку чухне çĕр-шыв пуласлăхĕ? Мир урамĕнче пурăнакансен хăтлă кермен çумĕнчи кану паркне йĕркене кĕртмеллех. Мĕнле тĕслĕх паратпăр эпир хамăрăн пепкемĕрсене?

Çу кунĕсенче 95 ача вырнаçмалăх садикре ача-пăча сасси пит илтĕнмест. Пĕчĕккисем те каникулта килте канлĕ канаççĕ. Ытти чухне кунта 64 ача çỹрет. Елчĕкре ачасене садике мĕнле вырнаçтарас ыйту тухса тăмасть. "Шевле" ача садĕнче тата икĕ ушкăн уçма пулать. Анчах черетре тăракансем çук.

Чăннипех те хăтлă та илемлĕ, çутă "Шевлере". Çĕнĕ пулнăран кăна мар, çурта пĕлсе тытса тăрасси çирĕп алăра пулнинчен те килет çакă. Пỹлĕмĕсем пĕринчен тепри капăр. Теттесем темĕн тĕрли те пур. Пĕлтĕр стенасем илемлĕ тĕслĕ сăрăсемпе çуталса тăнă пулсан, паян вĕсем юмах тĕнчине аса илтереççĕ. Ача-пăча юратакан юмахсенчи сăнарсене стенасем çине тепĕр художникран та ăстарах "куçарнă" Н.Петрова заведующипе воспитательсем. Пăхса ытармалла мар илĕртỹллĕ.

Коридорти стендсем те çĕнĕ. Тĕрлĕ сĕнỹ-канаш паракан, кунти пурнăçа сăнлакан плакат-ỹкерчĕксем хăйсем патне кăчăк туртаççĕ. Анчах темле тинкерсен те хамăрăн тăван чĕлхепе çырнă пĕр сăмах та курăнмарĕ. Шăпăрлансем вырăс чĕлхине пĕлсе ỹсни лайăх-ха, анчах ашшĕ-амăшĕн чĕлхине хисеплеме, юратма хăçан вĕренĕç вĕсем?

Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул умне çитсенех чун хĕпĕртет. Кунта кашнине хапăл туса кĕтсе илнине пĕлтерсе чăвашла та, вырăсла та илемлĕн çырса хунă. Шала кĕрсен те чăваш шкулĕ пулнине çирĕплетекен стендсем йышлă. Кăçал Аслă Елчĕксем шкула пырса кĕрекен алăка тимĕррипе улăштарнă. Çакă тỹрех шкул сăн-сăпатне çĕнĕ тĕс кĕртнĕ. Ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе, учительсем тăрăшнипе классене, коридора, стенасене сăрланă, хăшĕсем урайне линолеум сарма, жалюзи карма майсем тупнă.

Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче 166 ача пĕлỹ пухма килĕ кунта, вĕсенчен пĕрремĕшсем - 12. Н.Хушкина вĕрентекен пĕрремĕш хут шкула ура ярса пусакансене кĕтсе илме хатĕррине пĕлтерчĕ.

Поварсен пит-куçĕ те нихçанхинчен савăнăçлă. Кăçал столовăйĕнче юсав ĕçĕсем сахал мар ирттернĕ. Урайне плита сарнисĕр пуçне тĕрлĕ оборудование çĕнетнĕ.

Аслă Елчĕк шкулĕ пултаруллă та паттăр выпускниксемпе республикăра кăна мар, çĕр-шыв шайĕнче те палăрать. Геннадий Волков академик çуралнă кун тĕлне Волковсен музей-пỹлĕмне уçнă. Ачасене аваллăха упрама вĕрентес, ял историйĕпе паллаштарас енĕпе шкулти музей пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пурнăçлать. Вăл çулран-çул çĕнĕрен те çĕнĕ экспонатсемпе пуянланать. Çак шкулта А.Патшин паттăр афганец вĕренни çинчен çырса хунипе те вĕренекенсем мăнаçланнине пытараймăн.

Шкулти спортзал та çулсерен çуталса пырать. Мĕн пĕчĕкрен спортпа туслашса ỹсеççĕ кунта. Уроксем хыççăн вара çамрăксемпе ачасем спорт шкулне васкаççĕ. Шкул çумĕнчен инçе мар вырнаçнă вăл. Анчах унта пырса кĕме кăмăллă тееймĕн. 11 çул нимĕнле юсав ĕçĕсем те ирттерменрен юхăнма пуçланă.

"Березка" ача садĕнче çулла икĕ ушкăн кăна ĕçлет. Ытти чухне 81 ача хăтлăх тупать. Пĕчĕкскерсене аталанма, канма условисем çителĕклĕ.

Халăх спортпа туслашса ỹт-пĕвне пиçĕхтертĕр, сывă пурнăç йĕркине тытса пытăр тесе район центрĕнче мĕнпур майсем çителĕклĕ. Хăй вăхăтĕнче Спорт çурчĕ тăвас тесе сахал мар тăрăшнă района ертсе пыракансем. Унта тĕрлĕ шайри ăмăртусем сахал мар иртнĕ. Пурнăç улшăнса пынă май республика шайĕнче тĕрлĕ программăсем ĕçе кĕчĕç. Çавна май Елчĕкре тĕлĕкре те тĕлленме пултарайман "Улăп" спорт керменĕ çĕкленсе ларчĕ. Район çыннисем халĕ ытларах спортпа сывату керменне çул тытаççĕ. Бассейнпа тренажер залĕсем илĕртеççĕ. Кунне 300-400 çын çỹрет унта. Спорт керменĕн ертỹçи Р.Григорьев çу вăхăтĕнче çын татăлманшăн хĕпĕртет.

Таяпа Энтринчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул коллективĕ кашни çулах çĕнĕ вĕренỹ çулне пысăк хавхаланупа кĕтсе илет. Территорие яланах тирпейлĕ тытса тăраççĕ. Вĕренекенсемшĕн кăна мар, ял çыннисемшĕн те кану вырăнĕ пулса тăнă шкул çумĕнчи лаптăк.

48 вĕренекене кĕтсе классене сăрласа илемлетнĕ, шкул çумĕнчи ача садне капăрлатнă. Коридорта ятарлă кĕтесре Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ỹнерçин А.Спиридоновăн ĕçĕсем çулсерен йышланса пыраççĕ. Паллă художник кашни çулах выпускниксене хăйĕн картинине парнелессине ырă йăлана кĕртнĕ.

Кăçал учительсен коллективĕ те çĕнелет. Ĕмĕрĕсене шкулта ĕçлесе пысăк хисепе çĕнсе илнĕ Е.Алексеевăпа В.Муллина вĕрентекенсем тивĕçлĕ канăва каяççĕ.

Кĕçĕн Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта хĕрсех юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Столовăйне çĕнĕ тĕс кĕртнĕ, спортзалти урайне çĕнĕрен сарнă. Халĕ санузелпа ачасем салтăнса тумланмалли пỹлĕмсене йĕркене кĕртессипе ĕçлеççĕ "Стройэнергосервис" ООО ĕçченĕсем. Çак кунсенче А.Кудрин, В.Красильников, М.Лаптев отделочниксем стенасене плита çыпăçтарчĕç. 820 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕсене вăхăтра пурнăçлама палăртнă строительсем.

19 пин тенке яхăн тăракан спорт инвентарĕ туянни те шкула пысăк парне. Кунта чăн-чăн чемпионсем çитĕннине район халăхĕ лайăх пĕлет. Çавăн пекех шкул алăксене çĕннисемпе улăштарма палăртнине те ырă ĕç вырăнне хумалла.

Аслă Таяпасене пысăк шкул çуртне тытса тăма пĕрре те çăмăл марри куç кĕрет. 1978 çулта хута янă шкула нихăçан та тĕпрен юсаман. Çапах та коллектив çурта юхăнтарас мар тесе тăрăшни курăнать. Çулсерен пĕчĕк юсав ĕçĕсем пурнăçлаççĕ, классене сăрласа илемлетеççĕ. Кăçал çĕнĕ туалет туса лартнă. Мĕнпур ĕçе хăйсен вăйĕпе пурнăçланăран ырă сăмаха тивĕçлĕ коллектив.

Чăваш Тăрăмĕнчи шкул территорийĕ калама çук илемлĕ. Сад пахчинчи беседкăра уçăлса ларма питех те меллĕ. Шкул çумĕнчи лаптăкра тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнет. Кăçал çырла уйрăмах ăнса пулнă. Вĕренекенсене вĕри апат çитерес енĕпе вĕсем районта ырă ят çĕнсе илнĕ. Кунне икĕ хут çитерни кăна мар, хакĕ те йỹнĕ - 150 тенкĕ. Кăçал та дирекци апат хакне ỹстерес шухăшлă мар. Улми-çырлине, пахча çимĕçне çăвĕпех хăйсем ỹстереççĕ, хĕлле валли çителĕклĕ хатĕрлеççĕ.

Чăваш Тăрăмсем кăçал скважина чавнă (107 метр тарăнăш!), газ хуранне, пĕлỹ çуртне пырса кĕрекен йывăç алăка тимĕррипе улăштарнă. Юсав ĕçĕсене пурнăçланă çĕрте В.Казаков, А.Королев, С.Малов пысăк тăрăшулăх кăтартнă. Шкула 50 ача вĕренме килесси паллă. Пĕрремĕш класа килекенни вара пĕр пĕччен. З.Фомкина вĕрентекен ялта пепке сасси янраманшăн чăннипех те кулянать.

Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкул районта чи пысăкки. Кунта çулсерен 600 яхăн вĕренекен пĕлỹ илет. Шкул çулсерен илемленсе, çуталса пырать. Тăван шкул хăтлăхĕшĕн, вĕренекенсене тăрăшса вĕренме пĕтĕм услови туса парас тесе вара ашшĕ-амăшĕ те, выпускниксем те сахал мар пулăшаççĕ. Кăçал 200 пин тенке яхăн юсав ĕçĕсем пурнăçланă, классенчи çутатакан хатĕрсене улăштарнă, коридорти маччана çĕнетнĕ, библиотекăна хăтлăх кĕртнĕ. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче кадет класĕ уçăлать. Мастерской çĕнĕ оборудованисемпе пуянланнăшăн кăмăллă С.Долгов вĕрентекен. Юлашки çулсенче унăн вĕренекенĕсем регионти олимпиадăран призсăр таврăнмаççĕ. Çавăнпа та ачасен ĕçĕсемпе хаваспах паллаштарчĕ вăл.

Кĕçĕн классенче вĕренекенсем аслисенчен уйрăм çуртра пĕлỹ пухаççĕ. Кунта пуçламăш классенче вĕренме мĕнпур услови çителĕклĕ. Пĕрремĕшсене кĕтсе илме хатĕр В.Молоствовăпа А.Данилова педагогсем классенче тĕплĕ юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Ачисем те йышлă кăçал - 60ăн лараççĕ партăсем хушшине.

Эпир пулнă шкулсем çĕнĕ вĕренỹ çулне кĕтсе илме тĕплĕн хатĕрленнĕ. Юсав ĕçĕсем пыракан Кĕçĕн Таяпа шкулĕ çеç хальлĕхе ачасене йышăнаймĕ. Кашни шкултах пушар хăрушсăрлăхĕн, СанПиН правилисене тĕплĕн пурнăçлаççĕ. Пĕчĕк çитменлĕхсемпе кăлтăксене пĕтерме пĕрремĕш шăнкăрав янăриччен вăхăт пур-ха.

М.ЧЕРНОВА,

С.ПЕТРЯНКИНА,

А.АНДРЕЕВ,

Д.СТЕПАНОВ,

В.КИРИЛЛОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: тĕрĕслевçĕсем "Улăп" спорт керменĕн тренажер залĕнче. 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика