09 августа 2014 г.
Республикăн кирек хăш кĕтесне кайсан та Елчĕксем патвар та маттур, маххă паман, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан халăх (паян ентешсен ытти ырă ĕçĕсем çинчен мар сăмахăм) тесе каланине час-часах илтме тỹр килет. Кун пек чухне кирек кам та мăнаçланса, хĕпĕртесе илетех. Чăннипех те район çыннисем ĕçре кăна мар, спортра та республикăра малтисен ретĕнче. Ентешсем - кире пуканĕ йăтассипе Ю.Карпов, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе А.Лапшин, чăваш наци кĕрешĕвĕпе В.Васильев республикăри федерацисене ертсе пыниех мĕне тăрать!
Ача-пăчана мĕн пĕчĕкрен ỹт-пĕвне пиçĕхтерме, физкультурăпа спорта юратма вĕрентесси шкул парти хушшинчех пуçланать. Районти физкультурниксемпе тренер-преподавательсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки сăмах хускатрăмăр та уяв кунĕнче ачасене хушма пĕлỹ паракан А.В.Игнатьев ячĕллĕ "Улăп" спорт шкулĕ автономлă учрежденин директорĕпе Роберт Григорьевпа.
- Роберт Николаевич, районти физкультурниксем çинчен сăмах пуçариччен чи малтан хăвăр спорт çулĕ çине мĕнле кĕрсе кайни çинчен пĕлтереймĕр-ши?
- Шкулта пире физкультурăпа В.Кудряшов вĕрентетчĕ. Вăл ăста учитель пулнăранах пурте ун пек спортсмен пулма тăрăшаттăмăр. Ытларах çăмăл атлетикăпа, футболпа интересленеттĕм. Унтан Мускав облаçĕн физкультура институтне вĕренме кайрăм. Ăна пĕтерсенех тăван района таврăнтăм, ачасемпе спорт шкулĕнче тренерта ĕçлеме пуçларăм. Икĕ çултан салтак тивĕçне пурнăçларăм. Пĕр сăмахпа каласан, 1997 çултанпа районти спорт тытăмĕнче вăй хуратăп. 2005 çултан ачасемпе спорт шкулĕн директорĕн çумĕнче, виççĕмĕш çул директорĕнче тăрăшатăп. Пĕрлештернĕ спорт çурчĕсене икĕ çул ертсе пыратăп.
- Апла пулсан эсир спортăн районти тусĕсене кашнине çывăх пĕлетĕр?
- Çапла. Районти шкулсенче 21 физкультурник, 6 тренер-преподаватель ĕçлет. Хăш-пĕр физкультурниксем тренер тивĕçне те юратса пурнăçлаççĕ. Ачасене физкультурăпа спорта юратма вĕрентекенсен йышĕнче пуян опытлă педагогсем тăрăшаççĕ. Ачасене спорта юратма хăнăхтарайманнисем, чунне парса тăрăшайманнисем шкулсенче тытăнса тăмаççĕ. Физкультурник ĕçĕ вăл канăçсăр. Хамăр спортра малта пулмасан, ачасемпе пĕр тан тăрса вăй виçмесен вĕсен умĕнче шанăçа кĕме йывăр. Учительне кура ачасен те малалла талпăнас кăмăл çирĕпленет.
- Спортпа туслă хĕрарăмсене уйрăмах хисепленĕрен малтанах вĕсем пирки каласа парсамăр...
- Директор çумĕ пулса ĕçлекен Елена Портновăна районти спорт пурнăçĕпе интересленекен кашни çын пĕлет. Армспорт енĕпе Раççей спорт мастерĕ вăл. Шкулта вĕреннĕ чухнех спортăн çак енĕпе интересленнĕ. Халĕ те тĕрлĕ тупăшусене хутшăнать, хăй те чемпионсене хатĕрлет.
- Пултаруллă физкультурниксене ятранах аса илер-ха паян.
- Пĕринчен тепри пултаруллă. Кашнине ятран аса илсе те пĕтереймĕн, çапах... Чи малтанах Çирĕклĕ Шăхалĕнчи О.Осиповăн пысăк çитĕнĕвĕсене палăртмалла. Кăçал унăн вĕренекенĕ физкультура предмечĕпе республикăри олимпиадăра пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Халĕччен пирĕн район кун пек çитĕнỹпе мухтанайман-ха. Иртнĕ çул та Олег Николаевичăн вĕренекенĕ республикăри олимпиадăран призлă вырăнпа таврăнчĕ. Çирĕклĕ Шăхальсем волейболла, баскетболла выляссипе районта кăна мар, республикăра пысăк ỹсĕмсем тăваççĕ.
Елчĕкри В.Демьяновăн вĕренекенĕ те иртнĕ çул республикăра физкультура олимпиадинче призлă вырăнпа савăнтарчĕ. Елчĕкри Н.Волков учителĕн вĕренекенĕсем Президент вăййисене хутшăнса республикăра иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарни те пысăк çитĕнỹ.
Патреккелти А.Адюков шкулта ытларах çăмăл атлетикăна аталантарас енĕпе тимлет. Ыт ахальтен мар унăн вĕренекенĕ О.Николаева "Районти чи лайăх спортсменка" ята тивĕçнĕ, çуран чупас енĕпе Раççейĕн пĕрлештернĕ командине кĕчĕ.
Аслă Елчĕкри В.Афанасьевпа Елчĕкри В.Кучаков шкул ачисем хушшинче хоккейла выляс енĕпе республикăра та сумлă ята тивĕçнĕ. Çавăн пекех Кĕçĕн Таяпари М.Скворцов воспитанникĕсем çăмăл атлетикăпа, йĕлтĕрпе чупас енĕпе çулсерен республикăра чапа тухаççĕ. Спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе чемпион ята çĕнсе илнисем сахал мар ку шкулта. Шăмалакри С.Сидоров, Кивĕ Эйпеçри В.Марков, Лаш Таяпари В.Иванов, Курнавăшри А.Константинов, Кушкăри С.Шавкин физкультурниксем ырă та пархатарлă ĕçĕсемпе районта ят-сум çĕнсе илнĕ.
- Физкультурниксемпе тренерсем пĕр тĕллев патне пынăран спорт шкулĕн çитĕнĕвĕсем те çулсерен сулмаклă.
- Чăннипех те çапла. Паян кăна мар, чылайранпа районта физкультурăпа спорта аталантарас тесе тăрăшакан пĕр шухăшлă çынсем вăй хураççĕ. О.Федоров, С.Александров, Г.Адюков, Н.Молоствов, А.Убасев, И.Егоров, А.Солин тренерсен ỹсĕмĕсем те куç умĕнче.
Çулсерен иртекен республикăри смотр-конкурсра Елчĕксем 2012 çулхи кăтартусемпе - иккĕмĕш, 2013 çулхипе пĕрремĕш вырăн çĕнсе илме пултарнинче кашни физкультурникăн, тренерăн тỹпи пур. Çитĕнỹ хăй тĕллĕн пулманни пурне те паллă. Маларахри çулсенче те ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ республикăри спартакиадăра сахал мар палăрнă.
- Паян шкул ачине спортăн кирек хăш тĕсĕпе те кăсăкланма майсем пур. Шкулти спорт залĕсем çулсерен çĕнелсе пыраççĕ. Уроксем хыççăн та спорт секцийĕсене çỹреме пулать...
- Район администрацийĕ, район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕ физкультурăпа спорт çине пысăк тимлĕх уйăрнинчен килет çакă. Шкулсенче спорт инвентарĕ çителĕклĕ. Кашни шкулăн ятарлă спорт форми пур. Спортзалсенчи санузелсем, салтăнса тумланмалли пỹлĕмсем, душевăйсем пирки унччен ĕмĕтленме те пултарайман. Хуларисемпе тан халĕ спорт залĕсем. Ан ỹркен кăна, сывлăхна пур енлĕн çирĕплет.
- Роберт Николаевич, "Улăп" спорт керменĕ уçăлнăранпа вĕренекенсем шывра ишме кăмăллани палăрмаллах сисĕнет...
- Паян шкулсенче шывра ишме пĕлмен ача пулмалла мар. Кашни шкул вĕренекенсене уйăхне икĕ хутчен бассейна тỹлевсĕрех илсе çỹрет. Ачасене Ю.Петровпа А.Васильев инструкторсем ишме вĕрентеççĕ. Вĕсем ачасене çеç мар, бассейна килекен кашни çынпа ĕçлеме хатĕр. Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекенсен физкультура урокĕсем ытларах спорт комплексĕнче иртни тата хавхалану кỹрет ачасене. Кунти кирек хăш залпа та туллин усă кураççĕ вĕсем.
- Районта вун-вун ăмăрту, сывлăх кунĕсем иртеççĕ. Кун пек чухне пулăшакансемсĕр те май çук пулĕ?
- Кирек мĕнле ăмăртăва та йĕркелесе тăракансем кирлĕ. Çавăнпа та республика шайĕнчи категориллĕ судьясене аса илни вырăнлă. Вĕсем - Б.Клементьев, В.Кудряшов, В.Демьянов, А.Портнов тата ыттисем те. Акă, Александр Павлович "Юман" спорт клуба чылай çул хушши ертсе пырать. Унăн воспитанникĕсем Раççей шайĕнчи ăмăртусенче те палăраççĕ.
- Роберт Николаевич, Елчĕкри спорт керменĕ ачасемшĕн те, çитĕннисемшĕн те чи юратнă вырăн пулса тăчĕ.
- Район халăхĕ спортпа туслă пулнинчен ырри нимĕн те çук. Сывлăх пуриншĕн те чи хаклă пуянлăх. Ăна вара сывă пурнăç йĕркине тытса пырсан кăна çирĕплетме пулать. Çавăнпа та эпир пурне те пирĕн керменте сывлăха çирĕплетме йыхравлатпăр. Ватти те, çамрăкки те, вĕтти те куна физкультура упражненийĕсенчен пуçлатăр. Халăх ытларах мĕнпе интересленнине кура мероприятисем йĕркелетпĕр. Сăмах май каласан, Физкультурник кунне халалласа районта тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем иртеççĕ.
- Уяв ячĕпе мĕн суннă пулăттăр?
- Физкультурниксене, тренерсене, спорта юратакансене уяв ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп, çирĕп сывлăх, çитĕнỹсем тума ăнăçусем сунатăп. Пирĕн ачасем малашне те спортра ăсталăха туптаччăр, пысăк çитĕнỹсемпе савăнтарччăр. Спорт шкулĕсене çỹрекенсен йышĕ тата ỹстĕр, район ачисем сывлăхлă çитĕнсе çĕр-шыва юрăхлă çынсем пулччăр. Çамрăкла спортпа туслă ача кайран та çав ырă йăлана пăрахмасть. Çакă пирĕншĕн чи паха ĕç пулĕ.
В.КИРИЛЛОВА калаçнă.
Сăн ỹкерчĕкре: ЧР физкультурăпа спорт министрĕ С.Мельников, ЧР Патшалăх Канашĕн комитечĕн председателĕ П.Краснов депутат Р.Григорьева 2013 çулхи итогсем тăрăх диплом илнĕ ятпа саламлаççĕ.
Источник: "Елчĕк Ен"