МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елчĕк ялĕ, çултан-çул эс чечеклен!

17 сентября 2014 г.

Авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче Елчĕк ял уявĕ иртрĕ.

Илеме чунпа туяççĕ

Чиркỹ чанĕн сасси ял тăрăх ир-ирех саланчĕ. Елчĕкри Александр Невский ячĕллĕ чиркỹре уява тата чиркĕве хута янăранпа 125 çул çитнине халалласа кĕлĕ иртрĕ. Каярах "Улăп" спорт комплексĕ умне çамрăксем пуçтарăнчĕç. "Çăлтăрпа зарядкăна" мероприятие 500 ытла çамрăк хутшăнчĕ, ирхи зарядкăна тăрса тĕрлĕ хускану турĕç вĕсем.

Çак кун Елчĕк ялĕн тĕрлĕ кĕтесĕ уява аса илтерчĕ. Елчĕк шкулĕнче ачасен сăн ỹкерчĕкĕсенчен хатĕрленĕ "Юрататăп сана, Елчĕк ен" курав уçăлчĕ. Вĕренекенсен сăн ỹкерчĕкĕсенче тăван ялăн халĕччен асăрхаман илемĕ сăнланнине асăрхарĕç куравпа паллашакансем. Тĕп лапамра Елчĕкре пурăнакан Ирина Егорва, Людмила Колесова, Алена Патшина, Галина Тимофеева, Ольга Смирнова, Антонина Краснова, Антонина Петрова, Нина Печкова, Галина Чернова, Елчĕкри музейра тата Елчĕк шкулĕнче тăрăшакансем Светлана Голубевăпа Сергей Долгов алă ĕçсенчен хатĕрленĕ куравсем ĕçлерĕç. Куракансем вĕсен çыхса, тĕрлесе, йывăçран касса, хулăран çыхса, кĕрхи çимĕçсенчен эрешлесе хатĕрленĕ илемлĕ хатĕрĕсене курса киленме пултарчĕç. Елчĕкри тĕп библиотека умĕнчи чĕрĕ чечексен композицийĕ те иртен-çỹрене хăйĕн капăрлăхĕпе тĕлĕнтерчĕ. Район центрĕнче вырнаçнă организацисемпе предприятисенче тăрăшакансен кăмăл, чун пуянлăхĕ чăннипех те пысăк пулнине кăтартса пачĕ асăннă курав. Чи пултаруллисем вара Елчĕкри искусство шкулĕнче, РФ Пенси фончĕн Елчĕкри управленийĕнче тата тĕп библиотекăра ĕçлекенсем пулнине палăртрĕç жюри членĕсем.

Çак кун Тĕп лапам илемлĕ кĕвĕ-çемĕпе тата ача-пăчан хавас сассипе кĕрлесе анчах тăчĕ. Батут, карусель, чуччу çинче, понипе (пĕчĕк лашапа) ярăнни вĕсен асĕнче нумайлăха юлĕ.

Уява хатĕрленсе ирттерес ĕçе кăçал Елчĕк ялĕн çамрăкĕсем уйрăмах активлă хутшăннине палăртаççĕ йĕркелỹçĕсем. Вĕсем яла хитре сăн-сăпат кĕртес ĕçре пысăк тăрăшулăхпа палăрнă. Пысăк ĕçсен шутне вырăнти чиркỹ умĕнчи картана çĕнетнине, кивĕ масар алăкĕ умне çĕнĕ хапха вырнаçтарнине кĕртмелле.

Чи пултаруллисене - чыс та сум

Уяв официаллă майпа 17 сехетре уçăлчĕ. Елчĕк халăхне тата килнĕ хăнасене Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владислав Сайкин, Елчĕкри Алекандр Невский ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Александр Сенькин, СССР халăх учителĕ Петр Чернов, Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн директорĕ Юрий Исаев тата ыттисем те саламларĕç.

- Сирĕн тăрăхра 20 çул каялла пулнăччĕ, унчченхипе хальхи Елчĕке танлаштарса пысăк улшăнусене, район центрĕ палăрмаллах капăрланнине курсан чăннипех те тĕлĕнтĕм, - палăртрĕ Ю.Исаев.

Николай Миллин хăйĕн сăмахĕсенче Елчĕк ялĕ чечекленсех пынине, çулсерен çĕнĕрен те çĕнĕ çуртсем хута кайнине, халăх тирпей-илем çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнине каларĕ:

- Ума лартнă тĕллевсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Ялăн малашлăх аталанăвĕшĕн ял халăхĕ, уйрăмах çамрăксем, тăрăшни, тĕрлĕ сĕнỹпе тухни кăмăла çĕклет. Пĕр-пĕрне ăнланса тата пулăшса пырса плана кĕртнĕ ĕçсене пурнăçласах пырăпăр.

Н.Миллин ялăн пысăк пĕлтерĕшлĕ объектне - тĕп стадионне çĕнетсе улăштарасси пирки пухăннисем патне сĕнỹпе тухрĕ: Елчĕкри тĕп лапамри стадионта ачасем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ валли канупа сывлăха çирĕплетмелли центр йĕркелемелле. Унпа килĕшỹллĕн, тĕп стадион вырăнĕнче йывăç паркĕ, ачасем валли вылямалли тĕрлĕ çĕнĕ площадкăсем пулмалла. Тĕп стадион вырăнне урăх объект ăçта пулмалли пирки Николай Петрович çапла каларĕ: "Юлашки çулсенче Елчĕкри вăтам шкулăн физкультурăпа спорт никĕсне аталантарма укçа-тенкĕ нумай уйăрнă. Унта район, республика пĕлтерĕшлĕ объектсем пурте пур: вылямалли площадкăсем, "Улăп" сывлăх спорт комплексĕ, бассейн, стадион. Çак вырăнта пĕтĕм спорт вăййисене ирттерме май пур".

Николай Петрович Миллин çак пулас улшăну пирки кашни çыннах хăйĕн шухăшне район администрацине çырса пĕлтерме ыйтать.

Елчĕк ял тăрăхĕ паянхи кун 2118 хуçалăха пĕрлештерет пулсан, 1146 хуçалăхĕ Елчĕк ялĕнче вырнаçнă. Кунта халăх, хуçалăхсен шучĕ ỹссех пыни пуласлăх çутă пулнине палăртать. Уявра пурнăç çулĕпе вăрах утăмласа сахал мар хура-шур курнă, тăван ял малашлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшнă ватăсене сумласси йăлара. Кăçал 84 çулхи Геннадий Аркадьевич Ишмуратовпа 91 çулхи Клавдия Владимировна Сергеевăна чысларĕç. Нумай ачаллă çемьесенчен 4 ачана пурнăç парнеленĕ Алексей Вениаминович Тябуков çемйине сумларĕç. Елчĕк ялĕн чи çамрăк гражданинĕ Станислав Романович Захаров та парнесĕр юлмарĕ.

Тирпейлĕ те таса пурăннине мĕн çитĕ?

Елчĕк ял тăрăхĕ юлашки çулсенче ялсене тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе сахал мар ĕç туса ирттернĕ, çавна май ялсен сăн-сăпачĕ ырă енне улшăнсах пырать. Ĕçне кура - хисепĕ. 2008 çултанпа ял тăрăхĕ тирпей-илем енĕпе ирттернĕ конкурссенче призлă вырăнсене тивĕçет, выляса илнĕ укçа-тенкĕпе газонокосилкăсем, юр тасатакан техника тата ытти хатĕр туяннă, Елчĕкри Беляев урамĕнче брусчаткăран тротуар сарнă, Новая урамра ача-пăча паркĕ тума пуçланă, ытти пысăк ĕç-хĕл пурнăçланă.

Иртнĕ çул Елчĕк ял тăрăхĕ республикăри тата Пĕтĕм Раççейри конкурссене хутшăннă. Чăваш Ен шайĕнчи конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăнса 125 пин тенкĕлĕх премие тивĕçнĕ, Раççей конкурсĕнче виççĕмĕш вырăна тухса РФ Правительствин Дипломне тата 800 пин тенкĕлĕх укçан премине çĕнсе илнĕ. Çитĕнỹсенче ертỹçĕсемпе пĕрле ял тăрăхĕнчи кашни ялăн, вĕсемпе пĕрле Елчĕкĕн те тỹпи пысăк. Çавăнпа та ялăн илемне ỹстерессишĕн куллен тăрăшакансем те тимлĕхсĕр юлмарĕç уявра. Тирпей-илемшĕн тăрăшакансен тупăшăвĕнче "Чи лайăх нумай хваттерлĕ çурт" номинацире Комсомольски урамĕнчи 3-мĕш çуртра пурăнакансем çĕнтерчĕç. "Чи лайăх подъезд" номинаци çĕнтерỹçисем - Мир урамĕнчи 21-мĕш çуртăн 1-мĕш подъездĕнче пурăнакансем, "Чи лайăх урам" çĕнтерỹçисем - Çĕнĕ урамра пурăнакансем. Вĕсем пуçарулăх кăтартса "Славянка" парк хута янă. Çак кану вырăнĕнче 38 тĕрлĕ йывăç-тĕм ỹснине хыпарлаççĕ Çĕнĕ урам хуçисем. "Чи лайăх хушма хуçалăх" номинацире Титов урамĕнче пурăнакан Светлана Петровна Мартынова хуçалăхĕ палăрнă. Çĕнтерỹçĕсене кашнинех парнесемпе тата ырă сăмахсемпе чысларĕç. Кăçалхи ял уявĕнче интернационалла тивĕçе чыслăн пурнăçласа Афган вăрçине хутшăннă паттăрсене те сумларĕç.

Спорт вăййисем хавхалантарчĕç

Спорт мероприятийĕсемпе халăх вăййисем яланах хаваслă иртеççĕ, çынсене йышлăн пуçтараççĕ. Р.Григорьев директор ертсе пынипе "Улăп" спорт комплексĕнче шывра ишес енĕпе эстафета иртрĕ. Ку тупăшура малти вырăнсене Комсомольски, Первомайски, Мир урамĕсенче пурăнакансем йышăнчĕç. Баскетбол вăййинче пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнсене Çурçĕр, Мир урамĕсенче пурăнакансем тата Елчĕк шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекенсем тивĕçрĕç. Канат туртассипе те ăмăрту хĕрỹ иртрĕ. Кунта Ырсамай районĕнче пурăнакансене çитекенни пулмарĕ. Комсомольски тата Советски урамĕсенчи çамрăксем те ыттисенчен вăйлăрах пулнине кăтартса пачĕç. Футбол вăййине кăмăллакансен ăмăртăвĕ питĕ кăсăклă иртрĕ. Çамрăксемпе ветерансем мĕн вăйă вĕçленичченех пĕр-пĕрне парăнасшăн пулмарĕç. Тĕп вăйăра вĕсем 3:3 шутпа вылярĕç. Юлашки шута пенальти татса пачĕ, çамрăксем аслисен хапхине 1 гол тапса кĕртрĕç. Тĕп стадионра иртнĕ çамрăк юланутçăсен ăмăртăвĕ, хăюллă хĕрсемпе каччăсен гимнастика упражненийĕсемпе акробатика трюкĕсем куракансене пĕр хаваслантарчĕç, пĕр тĕлĕнтерчĕç.

Чи кĕçĕннисем те пĕр-пĕринпе хаваспах тупăшрĕç. "Асфальт çинче ỹкерчĕк ỹкересси", "Виçĕ кустăрмаллă велосипедпа ярăнса мала тухасси", "Роликпа ăмăртар" вăйăсене хаваспах хутшăнчĕç вĕсем.

Нардă вăййинче тупăшасси, çỹллĕ кĕлеллĕ пушмакпа чупасси, алă вăйĕ виçесси, ходули çинче утасси тата ытти нумай-нумай вăйă, вĕренекенсен, Елчĕкри культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсен тата ун çумĕнчи ансамбльсен ушкăнĕсен, чăваш эстрада çăлтăрĕсен юрри-ташши халăха уявра чунтан савăнма май пачĕç.

Уяв фейерверкпа тата çамрăксен дискотекипе вĕçленчĕ.

Елена ПЕТРОВА.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика