МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăн-чăн арçынсем вăй виçеççĕ

25 февраля 2015 г.

Чăн-чăн арçынсем вăй виçеççĕ

Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçин кунĕ умĕн физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен "Улăп" комплексра арçынсен районти виççĕмĕш фестивалĕ иртрĕ.

Унта тăхăр ял тăрăхĕн, районти полици пайĕн, "Яманчурино", "Стройэнергосервис" сахал яваплă юлташлăхсен, "Прогресс" хупă акционерсен обществин, район администрацийĕн тата "Улăп" спорт комплексĕнчи "Сывлăх" ушкăн командисем хутшăнчĕç.

Яланхиллех фестивалĕн программи анлă та пуян. Унта хутшăнакансем хăйсен вăй-халне тĕрлĕ енчен тĕрĕслерĕç. Чи малтанах сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕç. 800 метрлă дистанцире командăри икĕ çын тупăшрĕ. Финиша чи малтан "Яманчурино" ООО ĕçченĕсем çитрĕç. Иккĕмĕш вырăнта - Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнчи спорт тусĕсем. Виççĕмĕш вырăна Аслă Елчĕк ял тăрăхĕнчи йĕлтĕрçĕсем тухрĕç.

Спорт комплексĕн умĕ шавлă ăмăртусемпе кĕрлесе çеç тăчĕ. Алă вăйĕ виçекенсене, кире пуканĕ йăтакансене çĕкленỹллĕ кăмăл парнелекенсем йышлăн пулчĕç. Кашниех командăри юлташĕсене хăпартлантарса вăй кỹме тăрăшрĕ. 75 кг çитичченхи атлетсем хушшинче пĕрремĕш вырăна Н.Николаев (Елчĕк ял тăрăхĕ) йышăнчĕ. Иккĕмĕш - Н.Васильев (полици пайĕ), виççĕмĕш - И.Юхмин (Курнавăш ял тăрăхĕ). 75 кг йывăртарах виçере О.Николаев (Елчĕк), Ю.Кузнецов (Курнавăш), В.Семенов (Кĕçĕн Таяпа) мала тухрĕç.

Алă вăйĕ виçекенсем те икĕ виçере тупăшрĕç. 75 кг çитичченхи виçере А.Дубинов (Кĕçĕн Таяпа) чи вăйли пулчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Д.Портновпа (Аслă Пăла Тимеш) С.Дубинов (полици пайĕ) пайларĕç. 75 кг йывăртарах виçере С.Солина (полици пайĕ) никам та çĕнтереймерĕ. П.Яшинпа ("Сывлăх" ушкăн) А.Колсанов (Прогресс) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.

Сĕтел çи теннисĕпе И.Павлов (Кĕçĕн Таяпа), Э.Никонов (полици пайĕ), А.Портнов (Аслă Пăла Тимеш) палăрчĕç.

Канат туртакансене курса тăма уйрăмах кăмăллă пулчĕ. Хăш-пĕр командăсен вăй-халĕ хавшакрах пулни тỹрех сисĕнчĕ. Пĕтĕм вăйне, ăсталăхне парса тупăшакансем вара "Прогресс" АХОра, полици пайĕнче ĕçлекенсем тата "Сывлăх" ушкăна çỹрекенсем пулчĕç. Призлă вырăна çĕнсе илес тесе аванах хашкама тиврĕ вĕсен. Çапах та пĕрремĕш вырăна "Сывлăх" ушкăна çỹрекенсем тивĕçрĕç. Иккĕмĕшсем - йĕрке хуралçисем, виççĕмĕшсем - патвар çĕр ĕçченĕсем.

Урамри вăйăсем вĕçленнĕ хыççăн пурте шала кĕчĕç. Кунта маларах пуçланнă волейбол вăййисем пыраççĕ. 14 команда членĕсем те çĕнтерỹçĕ пулас тесе пултарулăхĕпе ăсталăхне шеллемеççĕ. Курнавăшсемпе Çирĕклĕ Шăхальсем пĕрремĕш вырăна çĕнсе илессишĕн хĕрỹ тупăшрĕç. Юлашкинчен 15:9 шутпа çĕнтерсе, Курнавăшсем пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарма пултарчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕшсем - Çирĕклĕ Шăхальсемпе Елчĕк ял тăрăхĕсем.

Шывра ишекенсене куракансем нумаййăн пулни савăнтарчĕ. Юлашки çулсенче бассейна çỹрекенсем уйрăмах йышлă. Ватти те, вĕтти те юратать хĕл кунĕнче шывра шăмпăлтатма. Çак кун республикăра Сывлăх кунĕ пулнине шута илсе ăмăртăва хутшăнакансем кăна мар, ыттисем те бассейнра тỹлевсĕр шыва кĕме пултарчĕç.

Шывра ишессипе Тăрăм ял тăрăхĕ мала тухрĕ. Кĕçĕн Таяпасемпе Курнавăшсем те хăйсем пулăран кая мар ишнине çирĕплетсе пачĕç.

Турник çинче туртăнассипе Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн команди чи нумай очко пуçтарчĕ. Дартспа вара "Стройэнергосервисри" Н.Смирнов палăрчĕ. Çакна палăртса хăварас килет: çак коллективри ватăсем те фестивальтен аякка пăрăнман. Н.Смирнов, В.Питаков, П.Козлов пенсионерсем тĕрлĕ тупăшура хăйсен командине паха очкосем кỹчĕç.

Хĕрỹ ăмăртусем хыççăн сумлă жюрин фестивале пĕтĕмлетме те çăмăл пулмарĕ. Чи нумай очко пухса арçынсен виççĕмĕш фестивалĕн çĕнтерỹçи Курнавăш ял тăрăхĕ пулса тăчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш призерсем - Çирĕклĕ Шăхальсемпе Кĕçĕн Таяпасем. Мала тухнă командăсене, уйрăм çĕнтерỹçĕсемпе призерсене медальсем, дипломсем, укçан, парнесем парса хавхалантарчĕç.

Тулли те савăк кăмăлпа саланчĕç фестивале хутшăннисемпе куракансем "Улăп" спорт керменĕнчен. Кунтах Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçин кунне халалланă кĕнеке куравĕпе паллашма, Елчĕкри апатлану предприятийĕ пĕçернĕ вĕтĕ кукăльсемпе вĕри чейпе сăйланма май пулнăшăн хĕпĕртерĕç.

2017 çулччен, пăхаттирсем! Ун чухне икĕ çулта пĕрре иртекен фестиваль каллех чăн-чăн арçынсене хăй патне пуçтарĕ.

В.КИРИЛЛОВА.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика