МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей çăмăл атлечĕсем - çĕнтерỹçĕсем

23 июня 2015 г.

Раççей çăмăл атлечĕсем - çĕнтерỹçĕсем

Чăваш Ен пысăк ăмăртăва - çăмăл атлетика командисен Европа чемпионатне ирттерме тивĕçрĕ. Шупашкарта паллă спортсменсем, сумлă тренерсем пулчĕç. Çакă, паллах, пирĕншĕн пысăк чыс.

Хăнасене яланах хавас

Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра çăмăл атлетсен командисен Европа VI чемпионатне июнĕн 19-мĕшĕнче савăнăçлăн уçнă. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев, Европăри çăмăл атлетсен пĕрлешĕвĕн президенчĕ Свейн Арне Хансен, Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов, çăмăл атлетсен Пĕтĕм Раççейри федерацийĕн президенчĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Вадим Зеличенок тата ытти хисеплĕ хăнасем хутшăннă.

Уява савăнăçлă уçасси Шупашкарти пултарулăх коллективĕсен концерчĕпе, çăмăл атлетсен чупăвĕпе, ГТО фестивалĕпе пуçланнă.

Командăсен Европа чемпионатне уçнă май, Михаил Игнатьев Шупашкара килнĕ спортсменсемпе хăнасене саламланă. "Спорт вăл - пысăк вăй. Вăл çыннăн пурнăçĕнче паллă вырăн йышăнать. Спорт сывлăха çирĕплетет, ĕçе юратма, малашлăха пăхма вĕрентет, характера аталантарать, çĕнтерỹ патне илĕртет. Çавăн пекех спорт тĕрлĕ наци çыннисене, конфессисене, политиксене пĕрлештерет, çынсене çывăхлатать", - палăртнă Михаил Игнатьев.

Чăваш Енре çынсен 40 процентне яхăн хăйсен пурнăçне физкультурăпа, спортпа çыхăнтарнă. Спортăн тĕрлĕ массăллă акцийĕсем те иртеççĕ. Юлашки çулсенче вуншар спорт объекчĕ ĕçе кĕнĕ.

"Эпир хамăра шаннине пысăка хурса хаклатпăр. Ăмăртусене çỹллĕ шайра ирттерме пĕтĕм вăя хуратпăр. Çăмăл атлетсен командисен Европа VI чемпионачĕ спортăн чăн-чăн уявĕ пулса тăрасса шанатăп. Пирĕн республикăра ирттернĕ кунсем хăнасемпе ăмăртăва хутшăнакансемшĕн яланах асра юлĕç", - тенĕ Михаил Игнатьев.

Европăри çăмăл атлетсен пĕрлешĕвĕн президенчĕ Свейн Арне Хансен хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикинче спортпа çăмăл атлетикăна аталантарассинче пысăк туртăм пулнине палăртнă.

Уява савăнăçлă уçни тĕрлĕ программăпа пуянланнă.

Ăмăртусем çивĕч иртрĕç

Спортăн тĕрлĕ енлĕ тĕп ăмăртăвĕсем июнĕн 20-21-мĕшĕсенче иртрĕç.

Ăмăртăвăн пĕрремĕш кунĕнче çăмăл атлетсем хăйсен вăйĕсене тĕрлĕ енлĕн тĕрĕслерĕç: хĕрарăмсемпе арçынсем 100, 400, 800 метра чупасси тата ытти те.

Раççей çăмăл атлетсенчен чи малтан тăван çĕршыв пухмачне командăн капитанĕ Екатерина Конева 12 очко хывнă.

400 метра чупассинче Мария Михайлюк - иккĕмĕш, 3000 метрлă дистанцире Елена Коробкина виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Чăрмавсене çĕнтерсе 400 метра чупассипе Денис Кудрявцев хăйĕн тата ăмăртăвăн рекорчĕсене çĕнетнĕ. Унăн пуçарулăхне 1500 метрлă дистанцире Валентин Смирнов малалла тăснă.

Чи паллă пулăм, паллах, пирĕн ентеш - шăчăпа çỹллĕшне сикекен Анжелика Сидорова иккĕмĕш вырăн йышăнни. Ăна тата унăн тренерне Светлана Абрамовăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев, Минспорт ертỹçи Сергей Мельников чи малтанах саламланă.

Тăршшĕне сикессипе Александр Меньков, çỹллĕшне сикессипе Даниил Цыплаков çĕнтерỹçĕсем пулса тăнă.

Ăмăртăвăн пĕрремĕш кунне 4х100 метрлă эстафетăсемпе вĕçленĕ. Хĕрарăмсем кунта иккĕмĕш вырăна тухнă. Шел, арçынсем 12 команда хушшинче çиччĕмĕш çеç пулнă. Пĕрремĕш кун Раççей командишĕн ăнăçлă вĕçленнĕ - пирĕн спортсменсем çăмăл атлетикăн 21 тĕсĕ хыççăн 186 очко пухнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Германи (181 очко) тата Франци (175,5 очко) командисем. Ăмăртăвăн иккĕмĕш кунĕнче те хĕрỹлĕх чакман. Çак кун Раççей спортсменĕсем 5 пĕрремĕш, 4 иккĕмĕш, 2 виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Командăн пухмачне çĕнтерĕвĕн 12 очкине Сергей Шубенков, Мария Кучина, Дарья Климина, Анна Щагина, хĕрарăмсен эстафета (4х400 метр) команди илсе килнĕ. Çĕнтерỹрен пĕр утăм çеç юлнă Николай Чавкин, Алексей Федоров, Нина Морозова, Ирина Тарасова - иккĕмĕш, Валерий Иордан, Екатерина Смирнова - виççĕмĕш вырăнсенче. Çăмăл атлетика командисен Европа чемпионачĕн турнир таблици çакăн пек: 1. Раççей - 368,5 очко. 2. Германи - 346,5 очко. 3. Франци - 319,5 очко. 4. Польша - 317 очко. 5. Великобритани - 291 очко. 6. Итали - 288 очко. 7. Украина - 281,5 очко. 8. Испани - 230,5 очко. 9. Беларуç - 217 очко. 10. Швеци - 187 очко. 11. Финлянди - 149,5 очко. 12. Норвеги - 121 очко.

Спортсменсем пурĕ 70 комплект медале тивĕçнĕ.

Чăваш Ен асра юлĕ

Шупашкарти "Олимпийский" стадионта икĕ кун иртнĕ хĕрỹ кĕрешỹ. Çăмăл атлетикăн 40 тĕсĕшĕн пынă ăмăрту. Июнĕн 21-мĕшĕнче спорт уявне чаплăн хупнă. Унта Европăри çăмăл атлетика пĕрлешĕвĕн представителĕсем, унăн президенчĕ Свейн Арне Хансен, Раççей Федерацийĕн спорт министрĕ Виталий Мутко, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев, Чăваш Енĕн физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов, çăмăл атлетикăн Раççейри федерацийĕн президенчĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Вадим Зеличенок, ИАФФ хĕрарăмсен комитечĕн членĕ, Олимп чемпионĕ, Олимп вăййисен 5 медальне тивĕçнĕ, нумай хутчен тĕнче чемпионĕ ята çĕнсе илнĕ Татьяна Лебедева хутшăннă.

Ăмăртăва хупнă хыççăн "Шупашкар-Арена" Пăр керменĕнче Раççей спорт министрĕ Виталий Мутко, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев çĕнтерỹçĕсемпе - Раççей командин членĕсемпе тĕл пулнă. Вĕсем спортсменсене çĕнтерỹ ячĕпе саламланă.

Раççей спорт министрĕ Чăваш Ен ертỹçисене ăмăртăва ăнăçлă ирттерме пулăшнăшăн тав тунă. "Раççей картти çинче çакăн пек пысăк ăмăртусене ирттерме пултаракан хула - Шупашкар: кунта чунпа, хавхаланса ĕçлекен çынсем пур. Эсир Раççейĕн мухтавне çỹле çĕклерĕр", - палăртнă Виталий Мутко.

Раççейĕн çăмăл атлетсен пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ, Олимп чемпионĕ Ю.Борзаковский, çăмăл атлетика командисен Европа чемпионачĕн йĕркелỹ комитечĕн ĕç тăвакан директорĕ Михаил Бутов та Шупашкарти ăмăрту кашни спортсменăн, хăнан асĕнче юласси пирки пĕлтернĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев та спортсменсене çĕнтерỹпе саламланă май, çакна палăртнă: "Эсир хăвăрăн çĕнтерỹпе Чăваш Енре пурăнакансене тата хăнасене хавхалантартăр. Эпир те сирĕншĕн чунтан хумхантăмăр. Ахальтен мар ĕнтĕ кашниех сывă та çирĕп пултăр тесе республикăра спортпа физкультура объекчĕсене сахал мар çĕклерĕмĕр. Чăваш çĕрĕ çинче тренировкăсем ирттерме те, ăмăртусем йĕркелеме те пĕтĕм условисем туса парăпăр. Малашне те çĕнтерỹçĕсем пулăр".

Влаç органĕсен официаллă порталĕн материалĕсемпе усă курса пичете А.КАРЛИН хатĕрленĕ.

Чăваш Енĕн чысне ỹстерет

Р.ГРИГОРЬЕВ, "Ачасемпе çамрăксен А.В.Игнатьев ячĕллĕ "Улăп" спорт шкулĕ" автономи учрежденийĕн директорĕ:

- Шупашкарта çăмăл атлетика командисен Европа чемпионатне ирттерни пирĕн республикăшăн пысăк чыс. Çакăн пек пысăк ăмăртăва йĕркелеме сахал мар вăй, хăюлăх кирлĕ. Çапах та республика ертỹçисем, спорта ертсе пыракансем чăннипех пуçарулăх кăтартса йывăрлăхран хăрамарĕç. 12 çĕршывран килнĕ спортсменсене хăйсен пултарулăхне кăтарма май туса панă. Çакă Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев, Минспортăн ертỹçи Сергей Мельников, унта ĕçлекенсем чăннипех ĕçе ăнăçлă йĕркелеме пултарнине кăтартса пачĕ.

В.ДЕМЬЯНОВ, Елчĕкри шкулти физкультура учителĕ:

- Ленинградра вĕреннĕ чухне манăн тĕрлĕ пысăк ăмăртусене хутшăнма тиврĕ. Çапах та Шупашкарта иртнĕ çăмăл атлетика командисен Европа чемпионачĕ манăн асăмра тата пысăк йĕр хăварчĕ. Чăн-чăн спорт уявĕнчи пек туйрăм. Пĕтĕмпех кăмăллă йĕркеленĕ: ăмăрту вырăнĕ те лайăх курăнать, информацине те вăхăтлă илме май пур. Чăваш Ен ытти пысăк ăмăртусене те ăнăçлă ирттерме пултарать - çакăн пек манăн шухăш.

Сăнỹкерчĕкре: ăмăрту саманчĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика