03 ноября 2015 г.
Октябрĕн 30-мĕшĕнче Елчĕкри Спорт çуртĕнче районти «Елчĕк ен» хаçат призĕсемшĕн кире пуканĕ йăтакансен черетлĕ XVI турнирĕ иртрĕ.
Ăмăртăва хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренÿ тата çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи Л.Левый тата район хаçачĕн тĕп редакторĕ Н. Алексеев саламларĕç, ăнăçу сунчĕç, сывă пурнăç йĕркине малашне те тытса пыма сĕнчĕç. Часах пирĕн паллă ентеш, Ĕнел ялĕнче çуралса ÿснĕ, Чăваш Ен ятне тĕнчере пĕрремĕш хут çĕкленĕ Ардалион Игнатьев çуралнăранпа 85 çул çитнине паллă тăватпăр. Л.Левый мухтавлă олимпиецăн пурнăç çулĕ, унăн çăмăл атлетикăри çитĕнĕвĕсем çинче чарăнса тăчĕ, атлетсене ун пек çитĕнÿсем тума чĕнсе каларĕ.
Спорт çурчĕ «тимĕр вăййине» кăмăллакансене йышлă пуçтарчĕ. Чи çамрăккисем - 2004 çулта çуралнă тата çамрăкрах арçын ачасемпе хĕрачасенчен çеç 30 яхăн участник турнира хутшăнчĕç. Вĕсем пирĕн районти паллă кире пуканĕ йăтакансен - Аслă Елчĕкри А.Горшков, Тип Тимешри Ю.Карпов, А.Иванов, Аслă Таяпари Г.Каринкин, О.Маленький, Ю.Кужиков, Елчĕкри Ю.Миронов, Лаш Таяпари Ю.Попов тата ытти атлетсен ырă ĕçне малалла тăсма ăнтăлни савăнтарать. Турнирта район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи Л.Левый кире пуканĕ йăтакансен «Хыпар» хаçатăн призĕсемшĕн кăçал ирттернĕ турнирĕнче палăрнă Аслă Елчĕкри Петр Петрушкина кубок тата диплом пачĕ.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, пирĕн çитĕнекен ăру представителĕсем - 2004 çулта çуралнă тата çамрăкрах атлетсем турнира пуçларĕç. Вĕсем 6 килограмлă кире пуканне вылянтарчĕç. Арçын ачасенчен Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти Тихон Пушков ăна 170 хут сулласа çĕклерĕ. Çакă иккĕмĕш вырăн йышăннă Тăрăм шкулĕнчи Александр Афанасьев кăтартăвĕнчен 25 очко нумайрах. Патреккел шкулĕнчи Сергей Карсаков та, виççĕмĕш вырăн йышăнса, призерсен йышне кĕчĕ. Çак ÿсĕмри хĕрачасем те хăйсемпе пĕр çулхи арçын ачасенчен юлас темерĕç пулмалла - Кĕçĕн Таяпа хĕрачи Татьяна Скобелева 6 килограмлă снаряда 134 хут сулласа çĕклерĕ, пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Кивĕ Эйпеç шкулĕнчи Мария Смирновăпа Патреккелĕнчи Анастасия Николаева йышăнчĕç.
1998 çулта çуралнă çамрăкрах атлетсем те çулсеренех турнира йышлăн хутшăнаççĕ. Виçесем пысăкланса пынă май, ăмăрту хĕрÿлĕхĕ те ÿссех пычĕ. Паллах, кашниех хăйĕн пултарулăхне, ăсталăхне кăтартма тăрăшрĕ. Çапах та спортра вăйлисем анчах çĕнтереççĕ. Кăçалхи турнирта пьедестал çине хăпарма кам тивĕçрĕ?
Хĕрачасемпе хĕрсенчен: 38 кг çитичченхи виçере. 1. Мария Журавлева /Лаш Таяпа/. 2. Мария Яковлева /Кивĕ Эйпеç/. 45 кг. 1. Кристина Бахомова /Кĕçĕн Таяпа/. 2. Антонина Сергеева /Патреккел/. 3. Татьяна Журавлева /Тĕмер/. 53 кг. 1. Полина Смирнова /Курнавăш/. 2. Елена Афанасьева /Тăрăм/. 3. Лилия Иванова /Лаш Таяпа/. 58 кг. 1. Татьяна Курчина /Курнавăш/. 2. Екатерина Семенова /Кивĕ Эйпеç/. 3. Нина Романова /Елчĕк/. 63 кг. 1. Ксения Тунгулова /Лаш Таяпа/. 2. Татьяна Титова /Кĕçĕн Таяпа/. 3. Анжелика Маркова /Елчĕк/. 63 кг йывăртарах. 1. Анна Гаврилова /Елчĕк/. 2. Мария Зайцева /Çĕнĕ Пăва/. 3. Надежда Воробьева /Елчĕк/.
Арçын ачасемпе каччăсем ăмăртăва 43 килограма çитичченхи виçерен пуçларĕç. Кунта Аслă Елчĕк шкулĕнчи Павел Прокопьев - пĕрремĕш, Лаш Таяпари Дмитрий Самсонов - иккĕмĕш, Артем Борисов виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Ытти виçесенче те мала тухма çăмăл пулмарĕ, çапах та чи ăстисем пьедестал çинче çапла вырнаçрĕç: 48 кг. 1. Павел Петров /Тăрăм/. 2. Денис Московский /Патреккел/. 3. Дмитрий Скобелев /Кĕçĕн Таяпа/. 53 кг. 1. Иван Чернов /Елчĕк/. 2. Данил Петров /Патреккел/. 3. Станислав Морозов /Кĕçĕн Таяпа/. 58 кг. 1. Владимир Иванов /Тăрăм/. 2. Николай Чернов /Елчĕк/. 3. Дмитрий Цветков /Курнавăш/. 63 кг. 1. Олег Новиков /Елчĕк/. 2. Артем Макаров /Елчĕк/. 3. Михаил Петров /Тăрăм/. 68 кг. 1. Андрей Данилов /Елчĕк/. 2. Виктор Шаурбин /Курнавăш/. 3. Сергей Миллин /Курнавăш/. 73 кг. 1. Николай Петров /Елчĕк/. 2. Иван Головин /Елчĕк/. 3. Василий Гаврилов /Курнавăш/. 73 кг йывăртарах. 1. Андрей Кузнецов /Елчĕк/. 2. Дмитрий Миллин /Елчĕк/. 3. Александр Кириллов /Курнавăш/.
Вăтам шкулсен ушкăнĕнче Елчĕксем - пĕрремĕш, Курнавăшсем - иккĕмĕш, Лаш Таяпасем виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Тĕп шкулсенчен Кĕçĕн Таяпасем, Тăрăмсем, Патреккелсем çĕнтерÿçĕсемпе призерсен йышне кĕчĕç.
Хăйсен ушкăнĕсенче, виçисенче çĕнтернĕ атлетсене районти «Елчĕк ен» хаçата 2016 çулхи пĕрремĕш çур çул валли тÿлевсĕр çырăнтарса параççĕ. Вĕсене тата призерсене дипломсем парса чысларĕç. «Тимĕр вăййи» кашнинех спортпа туслашма хавхалантарни чăннипех савăнтарчĕ.
«Елчĕк ен» хаçатăн призĕсемшĕн кире пуканĕ йăтакансен XVI турнирне ирттерме пулăшнă спорт тусĕсене, медицина ĕçченĕсене, спонсорсене - Кивĕ Эйпеçри Леонид Григорьевпа Аслă Елчĕкри Виталий Хушкин уйрăм предпринимательсене тав тăватпăр.
А.КАРЛИН.
Источник: "Елчĕк Ен"