МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кубок - Елчĕк ял тăрăхĕнче

10 марта 2016 г.

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне тата Чăваш Енри Ĕç çыннин çулталăкне халалланă районти вунтăваттăмĕш культурăпа спорт фестивальне хĕрарăмсем кăна мар, арçынсем те них-çанхинчен йышлă  пуçтарăннă. Хăйсен спортри ăсталăхне, юрă-ташă пултарулăхне кăтартма кашни ял тăрăхĕнче, райадминистрацинче, районти тĕп больницăра, тĕп библиотекăпа НФЦра ĕçлекенсем йышлăн килнĕ. «Улăп» физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен комплексăн кашни залĕ кĕрлесе кăна тăчĕ. Тĕрлĕ енĕпе вăй виçсе хăйсен пултарулăхĕпе çирĕплĕхне ĕçре кăна мар, спортпа канура та кăтартрĕç сатур та харсăр пикесем. 12 команда хутшăнчĕ фестивале.

Культурăпа спорт фестивальне районти хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Е. Михайлова уçрĕ. Унтан район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, район пуçлăхĕ П.Скворцов çуркуннехи пĕрремĕш уяв ячĕпе саламласа фестивальте çĕнĕ çитĕнÿсем сунчĕç.

Кăçалхи культурăпа спорт фестивалĕн программине çĕнĕ конкурссем кĕртнĕ. Урамра çумăр çунă вăхăтра хĕрарăмсене йĕлтĕр йĕрĕ çине тăратманни аван та. Йĕлтĕрпе чупассине кăçал баскетбол карçинккине мечĕк кĕртессипе улăштарнă. Командăри пĕр хĕрарăм карçинккана мĕн чухлĕ нумайрах мечĕк ывăтса кĕртет - вăл çĕнтерÿçĕ. Пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене, пĕр пек балл пуçтарнăран, Т.Галкина /райадминистраци/, О.Салмина /Лаш Таяпа/ пайларĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - А.Романова /Кĕçĕн Таяпа/, О.Осипова /Çирĕклĕ Шăхаль/.

Иртнĕ çулсенче хĕрарăмсем  тăтăшах алă вăйĕ виçессипе хĕрÿ ăмăртатчĕç. Кăçал вара алă вăйĕпе урайĕнчен тĕртĕнсе çĕкленессипе тупăшрĕç. 40 çула çитичченхи ăмăртура Н.Иванова /Курнавăш/ чи маттурри пулчĕ. Вăл алă вăйĕпе урайĕнчен 52 хут тĕртĕнсе çĕкленчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш призерсем - Н.Носова /Аслă Пăла Тимеш/ тата Э.Степанова /Лаш Таяпа/. 40 çултан иртнисем те маххă памаççĕ ку енĕпе. С.Аверьянова /Курнавăш/ çăмăллăнах çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. И.Григорьевăпа /Елчĕк/ И.Воронова /Çирĕклĕ Шăхаль/ - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Командăсенчен пĕрремĕш вырăнта - Курнавăшсем. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш призерсем - Аслă Пăла Тимешсемпе Елчĕксем.

Фестивале хутшăнакан командăсем волейболла выляма маларахах пуçăннă. Малти вырăнсемшĕн пыракан ăмăртусем çак кун пысăк хĕрÿлĕхпе иртрĕç. Çивĕч ăмăртура Елчĕксем çĕнтерчĕç. И.Плотникова /капитан/, З.Васильева, Т.Лапшина, Т.Петрова, Л.Агеева, О.Кузьмина, Н.Максимова волейболла выляса вĕсене çитекен çуккине тепĕр хут çирĕплетрĕç. Командăра ытларах педагогсем. Спорт комплексĕ çумра пулни ăсталăха çирĕплетме пулăшать те вĕсене. Иккĕмĕш призерсем - райадминистрацинче ĕçлекенсем, виççĕмĕшсем - Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнче пурăнакансем.

Çак кун бассейнра пулă пек ишекенсем шывра шăмпăлтатрĕç кăна. 30 çула çитнĕ ишевçĕсенчен И.Никонова /райадминистраци/  дистанцие чи малтан вĕçлерĕ. Н.Арбузова /Елчĕк/ – иккĕмĕш, Л.Колесникова /Кĕçĕн Таяпа/ виççĕмĕш вырăнсенче.

40 çул тултарнă хĕрарăмсенчен М.Емельянова /Лаш Таяпа/ çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. А.Марковăпа /Кĕçĕн Таяпа/ З.Краснова /Çирĕклĕ Шăхаль/ иккĕмĕшпе виççĕмĕш призерсем. 41 çултан аслăрах ишевçĕсенчен В.Миллина /районти тĕп больница/ пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ. В.Немцевăпа /райадминистраци/ Г.Иванова /Курнавăш/ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Командăсенчен пĕрремĕш вырăнта - Елчĕксем, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - райадминистраципе Кĕçĕн Таяпасем.

Юлашки çулсенче хĕрарăмсем дартс вăййине килĕштерни сисĕнет. Кашни çулах тупăшаççĕ унпа. Кăçал А.Ястребова /районти тĕп больница/, Н.Иванова /Аслă Таяпа/ тата Г.Григорьева /Кĕçĕн Таяпа/ ăнăçлă ăмăртрĕç.

Канат туртасси хĕрарăмсен ĕçĕ мар пек туйăнать пулин те çак ăмăртăва пăхса тăма пит килĕшет куракансене. Пĕринчен тепри хытăран та хытă кĕрешет. Хулăн вĕрен алăсене хытă шыçă кăларнине, пилĕкрен касса  ыратнине пăхмасăр туртаççĕ те туртаççĕ, çĕнтерес тесех ăнтăлаççĕ. Пĕрремĕш вырăна çĕнсе илессишĕн тупăшу уйрăмах çивĕч пычĕ. Елчĕксен туслă команди пĕрремĕш вырăна тивĕçлипе çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш - Курнавăшсем, виççĕмĕш - райадминистрацисем.

«Хаваслă стартсем» вăййа пилĕк пике хутшăнать. Тĕрлĕ ĕç пурнăçламалла вĕсен: скакалкăпа, михĕ тăхăнса сикмелле, боксер перчеткипе халат тăхăнтартмалла, алла-аллăн тытăнса тата баскетбол мечĕкĕпе чупмалла. Чи çаврăнăçуллисем Елчĕксем пулчĕç. Вĕсенчен Курнавăшсемпе райадминистраци хĕрĕсем те ытлашши кая юлмарĕç.

Спортпа юрă-ташă ялан юнашар. Кашни командăна 7-шер минут панă, çак вăхăтра вĕсен хамăр çĕршывра туса кăларнă кинофильмри юрăсене шăрантармалла. Елчĕк тăрăхĕн пикисем пултарулăхĕ иксĕлми пулнине кунта та çирĕплетрĕç. Уяв номерне районти тĕп больницăн коллективĕ уçнăран вĕсен пултарулăхĕ пысăккине курса тĕлĕнтĕмĕр. Ытла та аван йĕркеленĕ вĕсем театрализациленĕ представление. «Прокати нас, Петрушка, на тракторе...» юрлаççĕ В.Петровăпа Р.Шакова. Çав вăхăтра ял хĕрĕсем çурлапа тырă выраççĕ, кÿме урапи çинче кăкăр ачи выртать,  трактор çинче Петрушка ларса пырать... Çавăн пекех Елчĕк ял тăрăхĕн хĕрупраçĕсем, уйрăмах Тÿскел хĕрĕсемпе арăмĕсем маттуррине палăртмасăр иртеймĕн. Ĕç çыннин çулталăкне халалланă хĕрарăм шăпине ĕненмелле те илемлĕн кăтартса пачĕç «Шуçăмсем». Район администрацийĕн пикисен номерĕ вара чăннипех те кăсăклă пулчĕ, чĕрене ăшăлăх кĕртрĕ. Кашни професси çыннин ĕçне ытарлăн кăтартма тăрăшрĕç вĕсем. Ытти командăсем те нихçанхинчен пуян хатĕрленни сисĕнчĕ. «Ĕç çынни хĕрарăма мухтатпăр» художество пултарулăх конкурсĕн çĕнтерÿçисем райадминистрацинче ĕçлекен пикесем пулчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - районти тĕп больница тата Елчĕк ял тăрăхĕн коллективĕсем. Художество пултарулăх конкурсне кашни командах йышлăн хутшăнни савăнтарать.

Чăваш наци тата культурин ырă йăла-йĕрки амăшĕнчен хĕрĕ патне куçтăр тесе кăçал алĕç ăстисен конкурсне йĕркеленĕ. Калас пулать, мĕн кăна тума пĕлмест паян ял хĕрарăмĕн алли. Унччентерех мулинепе, шăрçапа тĕрлесе, çыхса, çĕлесе тĕлĕнтеретчĕç ялсенчи ылтăн алăллă ăстасем, хальхинче вара тăмран, çăмран, типнĕ çулçăран, лентăран тĕрлĕ илемлĕ япаласем хатĕрлеççĕ. Пĕринчен тепри ăста. Аслă Елчĕкри Р.Долговăпа Т.Прокопьева, районти тĕп больницăри С.Катинăпа О.Изратова, О.Агеева тĕрри-çаккисене, лентăран, çăмран хатĕрленĕ ĕçĕсене куракансем интересленсе паллашрĕç. Аслă Пăла Тимешри Р.Парферьева ĕçĕсем пурин кăмăлне те кайрĕç. Çĕнĕлле ĕçлекен искусство çыннин портречĕсем, шăхличĕсем чăннипех те куçа илĕртеççĕ. Унăн ĕçне жюри чи пысăк хак пачĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене райадминистраципе райбольница хĕрĕсем  тивĕçрĕç.

Фестиваль кĕрлерĕ те кĕрлерĕ: çĕнтерÿçĕне палăртма та вăхăт çитрĕ. Кăçалхи фестиваль çĕнтерÿçисем - Елчĕк ял тăрăхĕнче пурăнакан хĕрарăмсем. Елчĕксен командине Тÿскелтен суйланнă депутатсем, ял старости хавхалантарса тăни те çĕкленÿллĕ вăй-хăват парнелерĕ-тĕр. Иккĕмĕш вырăнта - райадминистраци, виççĕмĕш - Курнавăш ял тăрăхĕн коллективĕсем.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин çĕнтерÿçĕсемпе призерсене парнесемпе грамотăсемпе чысланă май çакна палăртрĕ: «Эсир, маттур пикесем, пире, арçынсене, паян чăн-чăн уяв парнелерĕр, малашне те маттур та сывлăхлă пулăр». Н.Миллин, П.Скворцов, Е.Михайлова мала тухнă кашни хĕрарăма, командăна парнесĕр хăвармарĕç.

Районти хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Е.Михайлова культурăпа спорт фестивальне ирттерме пулăшнă тренерсене, спонсорсене - «Ритуальные услуги» ООО, «Интермедсервис» ООО, «Спутник-1» ООО, «Стойэнергосервис» ООО ертÿçисене, «Россельхозбанк» акционер обществин хушма офисĕн Елчĕкри  уйрăмĕн управляющине, «Промсервис» НПО АХОн,  Елчĕкри техникăпа инвентаризаци бюровĕн ертÿçине, «Прогресс» АХО дирекцине, А.Воробьев адвокат кантурне, «Наско» УАО ертÿçине, Елчĕкри çăкăр завочĕн дирекцине, Чăвашстатăн Елчĕкри пайне, «ЭлектроНикс» салона, В.Изратов уйрăм предпринимателе чун-чĕререн тав тăвать.

В.КИРИЛЛОВА.

Е.ИГНАТЬЕВА сăнÿкерчĕкĕсем. 

Фоторепортаж

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика