МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуллахи спорт сезонне çăмăл атлетсем пуçларĕç

16 апреля 2016 г.

Çуллахи спорт сезонне çăмăл атлетсем пуçларĕç

Кăçал районти «Елчĕк ен» хаçат редакцийĕ çăмăл атлетсен 38-мĕш ăмăртăвне ирттерчĕ. Çавăн пекех вăл Чăваш Ен прессин спорт фестивалĕн - пирĕн мухтавлă ентешĕмĕре - Совет Союзĕн икĕ хут Паттăрне Андриян Николаева асăнса «Советская Чувашия» хаçат призĕсемшĕн ирттерекен çăмăл атлетсен республикăри эстафета чупăвĕн пĕрремĕш тапхăрĕ те шутланать.

Çăмăл атлетсене кăçал çанталăкĕ те кăмăлларĕ пулас: кунĕ çуллахи пек ăшă та хĕвеллĕ тăчĕ, çуллахи спорт сезонне уçакансене чăннипех хавхалантарчĕ.

Çуллахи спорт уявне уçнă май, «Елчĕк ен» хаçатăн тĕп редакторĕ Н.Алексеев, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи Л.Левый çăмăл атлетсене, пухăннисене саламларĕç, ăнăçу сунчĕç.

Ăмăртăва чи çамрăккисем - 2005 çулта çуралнă тата çамрăкрах хĕрачасем пуçларĕç. Кăçал çăмăл атлетсен трасси çине пуçласа тухакансемшĕн 500 метрлă дистанци çăмăлах мар. Çавăн пекех хĕллехи сезон та витĕм кÿрет. Анчах çамрăклăх вăй паратех. Кунта Патреккелти тĕп шкулта пĕлÿ пухакан А.Антоновăна çитекенни пулмарĕ - вăл Кушкăри О.Баскаковăран 3 çеккунта яхăн выляса илчĕ.

Ăмăрту хĕрÿлĕхĕ ÿснĕçемĕн ÿссе пычĕ. Çăмăл атлетсен çурхи кросне хутшăнакансенчен кашниех хăйĕн пултарулăхне, ăсталăхне кăтартма тăрăшрĕ. Çапах та, мĕн тăвăн, спортра вăйлисем çеç çĕнтереççĕ. Кунта çакна палăртма кăмăллă - сывă пурнăç йĕркине юратакансен йышĕ ÿссе пыни туйăнать. Уйрăм çынсем çеç мар, çемьесем те ăмăртăва хутшăнма кăмăллани савăнтарать. Акă Кĕçĕн Таяпари Бориспа Надежда Головинсене час-часах тĕрлĕ спорт тупăшăвĕсенче курма пулать. Кăçал та вĕсем Елчĕк районĕн хыпарçин призĕсемшĕн пыракан çурхи кросра палăрчĕç - хăйсен ÿсĕмĕсенче малти вырăна йышăнчĕç - «Елчĕк ен» хаçата 2016 çулхи иккĕмĕш çур çулшăн тÿлевсĕр çырăнса илме тивĕçрĕç. Анчах пĕр çемьене район хаçачĕн икĕ экземплярĕ кирлех мар. Çавăнпа çемье хăйсем çĕнсе илнĕ тÿлевсĕр «Елчĕк енĕн» пĕр экземплярне Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Ваттисен çуртĕнче пурăнакансене пама йышăнчĕ. Сăмах май, вĕсем çак ырă пуçарăва ытти çулсенче те пурнăçланă.

Кашни çăмăл атлет ырă ята тивĕç. Вĕсен пултарулăхĕнчен командăсен çитĕнĕвĕ те сахал мар килнине ăнланаççĕ вĕсем. Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулсенчен кăçал Елчĕксем мала тухрĕç, куçса çÿрекен кубока тивĕçрĕç. Пĕлтĕрхи çĕнтерÿçĕсем - Курнавăшсем кăçал иккĕмĕш вырăнта. Виççĕмĕшсем - Çирĕклĕ Шăхальсем.

Тĕп шкулсенчен, яланхи пекех, малтисен ретĕнчи Хăвăлçырмасем палăрчĕç. Вĕсем Патреккелсемпе Тăрăмсене каярах хăварса, пĕрремĕш вырăна тухрĕç, куçса çÿрекен кубока çĕнсе илчĕç.

Юлашки вăхăтра ял тăрăхĕсен, районти предприятисемпе организацисен коллективĕсем спорт ăмăртăвĕсене сахалтарах тухаççĕ. Çапах та Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнчи спорта юратакансем кашнинех хутшăнма тăрăшаççĕ. Вĕсене «Елчĕк ен» хаçатăн призĕсемшĕн ирттерекен çурхи кросра та час-часах çĕнтерÿçĕсен йышĕнче курма пулать. Хальхинче те кубок Кĕçĕн Таяпана кайрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцин, Елчĕк ял тăрăхĕн командисем.

Хăйсен дистанцийĕсенче мала тухнă çăмăл атлетсене дипломсемпе чысларĕç, çĕнтерÿçĕсем вара 2016 çулхи иккĕмĕш çур çула район хыпарçине - «Елчĕк ен» хаçата тÿлевсĕр илме тивĕçрĕç.

Районти «Елчĕк ен» хаçат коллективĕ çурхи спорт уявне ăнăçлă ирттерсе яма пулăшнă «Улăп» физкультурăпа сывату комплексĕн коллективне, районти шкулсенчи физкультурăпа вĕрентекенсене, районти тĕп больницăри О.Яковлевăпа П.Горшкова, полицин районти пайĕнчи В.Лепешкинпа А.Адюкова тав тăвать, малашне те килĕштерсе ĕçлеме сĕнет.

А.КАРЛИН.

 

Ăмăрту çĕнтерÿçисемпе призерĕсем

2005 çулта çуралнă тата çамрăкрах хĕрачасем. 500 м. 1. Анастасия Антонова /Патреккел/. 2. Ольга Баскакова /Кушкă/. 3. Анна Лалаян /Аслă Елчĕк/.

Арçын ачасем. 500 м. 1. Александр Ефимов /Курнавăш/. 2. Дмитрий Можаев /Елчĕк/. 3. Максим Арбузов /Аслă Елчĕк/.

2003-2004 çулсенче çуралнă хĕрачасем. 500 м. 1. Анастасия Удалова /Хăвăлçырма/. 2. Татьяна Смирнова /Хăвăлçырма/. 3. Алиса Казанова /?Патреккел/.

Арçын ачасем. 1000 м. 1. Кирилл Кузнецов /Чăваш Тăрăмĕ/. 2. Дмитрий Скоболев /Кĕçĕн Таяпа/. 3. Владимир Яшин /Хăвăлçырма/.

2001-2002 çулсенче çуралнă хĕрсем. 1000 м. 1. Анастасия Гладкова /Курнавăш/. 2. Елена Перепелкина /Хăвăлçырма/. 3. Алена Галкина /Елчĕк/.

Каччăсем. 2000 м. 1. Владимир Кузьмин /Хăвăлçырма/. 2. Николай Овчинников /Аслă Пăла Тимеш/. 3. Максим Петров /Тăрăм/.

1998-2000 çулсенче çуралнă хĕрсем. 2000 м. 1. Лиана Краснова /Çирĕклĕ Шăхаль/. 2. Анастасия Круглова /Курнавăш/. 3. Марина Волкова /Чăваш Тăрăмĕ/.

Каччăсем. 3000 м. 1. Дмитрий Волков /Çирĕклĕ Шăхаль/. 2. Данил Смирнов /Елчĕк/. 3. Георгий Агеев /Елчĕк/.

Хĕрарăмсем. 1000 м. 1. Елена Некрасова /ветстанци/. 2. Алевтина Шепилова /Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕ/. 3. Марина Михайлова /Курнавăш ял тăрăхĕ/.

Арçынсем. 2000 м. 1. Алексей Голубев /Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕ/. 2. Алексей Васильев /Елчĕк ял тăрăхĕ/. 3. Алексей Семенов /Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕ/.

Спорт ветеранĕсем. Хĕрарăмсем. 500 м. 1. Надежда Головина /Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕ/. 2. Лариса Ильина /Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕ/. 3. Ирина Головина /ветстанци/.

Арçынсем. 1000 м. 1. Борис Головин /Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕ/. 2. Михаил Скворцов /Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕ/. 3. Виталий Афанасьев /ветстанци/.

Командăсем. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсем. 1. Хăвăлçырма. 2. Патреккел. 3. Тăрăм.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсем. 1. Елчĕк. 2. Курнавăш. 3. Çирĕклĕ Шăхаль.

Ял тăрăхĕсем, предприятисемпе организацисем. 1. Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕ. 2. Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци. 3. Елчĕк ял тăрăхĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика