07 мая 2016 г.
Футбол вăййи XIX ĕмĕр варринче Англире çуралнă. Лондон, Ливерпуль, Манчестер, Бирмингем хулисенче футбол командисем йĕркеленĕ, вăйăсем иртнĕ. Вăйă йĕркисем çулсерен çĕнетÿсемпе пуянланса пынă.
Раççейре чи малтан çак вăййа Мускав çывăхĕнчи Орехово-Зуево хулинче выляма пуçланă. Унта заводсемпе фабрикăсем, мануфактурăсем нумай ĕçленĕ. Англи, Итали, Голланди çĕршывĕсенчен килнĕ рабочисем пушă вăхăтра вăйăсем ирттернĕ. Раççей çыннисем те вĕсемпе пĕрле хутшăнса вылянă. 1893 çулхи авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче Санкт-Петербургра пĕрремĕш официаллă матч иртнĕ. Çак кунран пуçласа Раççей футболĕн историйĕ пуçланать.
Пĕрремĕш тĕнче чемпионачĕ 1930 çулта Кăнтăр Америка континентĕнче Уругвайра иртнĕ. Унта пурĕ 6 команда хутшăннă. Çĕнтерÿçĕсем турнир хуçисем пулнă. Кайранхи чемпионсем çаксем пулнă: 1934 ç. - Итали; 1938 ç. - Итали; иккĕмĕш тĕнче вăрçи тапхăрĕнче - 1942 - 1946 çулсенче ăмăртусем иртмен; 1950 ç. - Уругвай; 1954 ç. - ФРГ; 1958 ç. - Бразили; 1962 ç. - Бразили; 1966 ç. - Англи; 1970 ç. - Бразили; 1974 - ФРГ; 1978 ç. - Аргентина; 1982 ç. - Итали; 1986 ç. - Аргентина; 1990 ç. - ФРГ; 1994 ç. - Бразили; 1998 ç. - Франци; 2002 ç. - Бразили; 2006 ç. - Итали; 2010 ç. - Испани; 2014 ç. - Германи.
Куратпăр ĕнтĕ, чи нумай хут - 5 хутчен тĕнче чемпионĕ Бразилин пĕрлештернĕ команди пулнă. Çак çĕршывран питĕ нумай пултаруллă футболист тухнă. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри: Пеле, Гарринча, Вава, Зико, Сократес, Ромарио, Дунга, Бебето, Рональдо, Рональдиньо, Роберто Карлос, Неймар...
Çавăн пекех Германи, Итали, Англи, Франци, Испани, Аргентина çĕршывĕсем футбол элити шутне кĕреççĕ. Испанири «Барселонăпа» «Реал» хушшинчи вăйă Европăри клубсем хушшинчи чи çивĕч те принциплă тĕлпулу /дерби/ шутланать.
Хамăн пурнăçра курнă футбол матчĕсене аса илсен, 1982 çулта Испанири тĕнче чемпионатĕнчи Франципе ФРГ командисем хушшинчи çурма финалти вăйă пĕрремĕш вырăна тухса тăрать. Питĕ çивĕч кĕрешÿре иртрĕ вăл. Тĕп тата хушса панă вăхăтсем 3:3 шутпа вĕçленчĕç. Вăйă хыççăнхи пенальтисене тапсан, нимĕçсем çĕнтерчĕç. Кайран савăнăçпа хурлану куççулĕсем те пулчĕç тĕнчери чи лайăх футбол ăстисен. Чăн-чăн театр! Сăмах май, Марадона, Дзанетти, Месси /Аргентина/, Кройф, Неескенс, Ван Бастен /Голланди/, Эйсебио, Криштиано Рональдо /Португали/, Платини, Зидан, Анри /Франци/, Дзофф, Росси, Дель Пьеро /Итали/, Бэкенбауэр, Мюллер, Клинсманн /Германи/, Робсон, Киган /Англи/, Рауль, Иньеста /Испани/ тата ыттисем футбол историйĕнче яланлăхах ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлчĕç.
Вырăссен телейĕ
Совет футболисчĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн тĕнче шайĕнчи ăмăртусене хутшăнма тытăннă. 1945 çулта Мускаври «Динамо» Англири вăйлă командăсемпе вăйăсем ирттернĕ, çĕнтерÿпе таврăннă.
1952 çулта СССР команди çуллахи Олимп вăййисене хутшăнма тытăнать. Тепĕр 4 çултан Мельбурнри вăйăсенче ылтăн медальсем çĕнсе илнĕ. 1988 çулта Сеулри /Кăнтăр Корея/ XXIV Олимпиадăра финалти вăйăра Бразили командине парăнтарса тепĕр хут чемпион пулса тăрать. Çавăн пекех 1972, 1976, 1980 çулсенче пирĕн команда пăхăр медальсене тивĕçнĕ.
1960 çулта Францире, Париж хулинче Совет Союзĕн пĕрлештернĕ команди Европа Кубокне выляса илет. 1964, 1972, 1988 çулсенче континент чемпионатĕнчи финал матчĕсенче вылянă, кĕмĕл медале тивĕçнĕ. Тĕнче чемпионачĕсенчи чи лайăх кăтартăва СССР команди Англире иртнĕ турнирта кăтартнă, 4-мĕш вырăн йышăнса /1966 ç./ пăхăр медальсем çĕнсе илнĕ.
Клубсем хушшинче Киеври «Динамо» икĕ хутчен /1975 тата 1986 çулсем/, Тбилисири «Динамо» /1981 ç./ Европăри кубоксен Кубокне çĕнсе илнĕ. Раççей тапхăрĕнче Мускаври ЦСКА /2005 ç./ тата Санкт-Петербургри «Зенит» /2008 ç./ УЕФА Кубокне тивĕçнĕ. Нева шывĕ çинче вырнаçнă хулари команда, çавăн пекех Англири «Манчестер Юнайтеда» парăнтарса Европăри суперкубока çĕнсе илнĕ.
Юлашкинчен манăн СССР тата Раççей тапхăрĕнчи чи лайăх 11 футболиста палăртас килет. Вĕсем: Лев Яшин, Валерий Воронин, Эдуард Стрельцов, Альберт Шестернев, Виктор Понедельник, Слава Метревели, Давид Кипиани, Федор Черенков, Олег Блохин, Сергей Игнашевич, Александр Кержаков.
Раççей футболĕн тренер цехĕн пуласлăхĕ
Футбол тренерĕн ĕçĕ - йывăр та телейлĕ шăпа. Пирĕн çĕршывра яланах пултаруллă, ăслă тренерсем пулнă: Гавриил Качалин, Михаил Якушин, Константин Бесков, Валерий Лобановский, Анатолий Бышовец, Павел Садырин, Олег Романцев, Валерий Газзаев, Юрий Семин тĕрлĕ вăхăтра хăйсен командисемпе пысăк çитĕнÿсем тунă.
Иртнĕ çулсенче пирĕн пĕрлештернĕ командăпа ют çĕршывсенчи специалистсем /Гус Хиддинк, Дик Адвокат,Фабио Капелло/ ĕçленĕ. Паллах, вĕсем пирĕн футбола хăйсен лайăх енĕсене кĕртрĕç, çĕнĕ методикăсем çуралчĕç. Çав вăхăтрах пирĕн тренерсене хăйсен пултарулăхне тĕплĕн уçса пама йывăртарах пулчĕ.
Юлашкинчен командăн çĕнĕ тĕп тренерĕ пулма темиçе çул ЦСКА коллективне ертсе пырса лайăх результатсем кăтартнă Леонид Слуцкие уйăрса лартрĕç. Вăл ертсе пыма тытăннăранпа пирĕн команда тĕлĕнмелле улшăнса кайрĕ. Европа чемпионачĕн суйлав ушкăнĕнчи юлашки 4 вăйăра Лихтенштейн, Молдави, Швеци, Черногори командисене парăнтарса финал турнирне хутшăнма ирĕк çĕнсе илчĕ. Специалистсем палăртнă тăрăх, Раççей команди туслăрах, пĕрлĕхлĕрех выляма пуçларĕ. Питĕ паха енсем. Кăçалхи çĕртме-утă уйăхĕсенче Леонид Слуцкин хăйĕн пăхаттирĕсемпе Францире чăн-чăн тĕрĕслев пулать. Ушкăнри тĕлпулусенче пире Англи, Словаки, Уэльс командисем кĕтеççĕ. Питĕ çирĕп коллективсем. Çĕршыври спорт тусĕсем интеллигентлă /КВН, «Мĕн? Ăçта? Хăçан?» телепрогаммăсене хутшăннă/ тренертан Александр Дюмапа мушкетерсен çĕршывĕнчен çитĕнÿпе таврăнасса шанаççĕ. 2016 çулта Лео Месси «Ылтăн мечĕк» çĕнсе илчĕ, Лео ди Каприо «Оскар» премине тивĕçрĕ. Лео Слуцкий, санăн черет! Сăмах май, Леонид Слуцкие пĕрлештернĕ командăна чĕниччен шăпах пĕр çул маларах эпĕ унпа Мускавра тĕл пулса калаçнăччĕ, автограф илнĕччĕ. Çавăнпа «манăн куç умĕнче çĕнĕ истори çуралчĕ» тесе калама пултаратăп эпĕ.
Курбан Бердыев, Игорь Колыванов, Дмитрий Хомуха, Станислав Черчесов, Олег Кононов, Игорь Черевченко, Дмитрий Аленичев...Пур пирĕн пултаруллă тренерсем. Малалла, Раççей!
«Спартак» стадион - Мускав архитектурин мăнаçлăхĕ
Мускавра пурăннă вăхăтра çак хулари юлташпа Коля Калининпа спорта юратакансене пуçтарса хамăр ушкăнпа хăйне евĕрлĕ футбол тусĕсен клубне йĕркелерĕмĕр. Эрнере пĕрре /шăматкун е вырсарникун/ тĕнчери тата хамăр çĕршыври спорт ĕçĕсене сÿтсе яватпăр, спортбара кĕрсе пĕр вăйă телевизорпа пăхатпăр. Юлташăн ашшĕ спорт журналисчĕ пулнă май /НТВ телеканалта ĕçлет/ вăл пире хăш-пĕр футбол вăййисене йыхрав хучĕ парнелет. «Лужники», «Арена - Химки», «Локомотив» стадионсенче пулса курнăччĕ эпир çак майпа. 2015 çулта тин уçăлнă «Открытие. Арена. Спартак» стадиона ура ярса пусрăмăр. Тÿрех калатпăр: çак аренăра 2018 çулхи футбол енĕпе тĕнче чемпионачĕн вăййисем иртеççĕ.
«Стадион - шедевр», - теççĕ çынсем. «Спартак» çĕнĕ метро станцине кĕрсенех хăвна футболăн асамлă юмахне лекнĕ пекех туятăн. «Наш «Спартак» - великий клуб», - тесе каларĕ пĕр çамрăк ача шарфĕпе сулласа метроран тухас умĕн. Стадион территорине кĕрсен ĕлĕкхи Римри гладиаторăн пысăк палăкĕ хăйĕн мăнаçлăхĕпе ырă сунса аренăна кĕме йыхравлать. Кунтах клуб музейĕнче «Спартакăн» историне тĕплĕнрех пĕлме пулать. Сăнÿкерчĕксем, документлă материалсем, спортсменсен тумĕсем тата ытти япаласем нумай кунта. «Спартак» текен символикăпа лавккасенче ялав, шарф, футболка, мечĕк, значок, вымпел тата темтепĕр туянма пулать. 45 пин çын вырнаçмалли аренăна кĕрсен футбол вăййин чăн-чăн хăватне туйса илетĕн. Эпир курнă вăйăра питĕ çивĕч кĕрешÿре стадион хуçисем тĕп хулари «Динаморан» 1:0 шутпа выляса илчĕç.
Ырă çул сана, тĕнче чемпионачĕ!
2018 çулта çу кунĕсенче пирĕн çĕршывра футбол енĕпе тĕнче чемпионачĕ пулать. Çак ирĕке эпир çивĕч кĕрешÿре çĕнсе илтĕмĕр. Президентран пуçласа пĕтĕм спорт тусĕсен тÿпи пур çак ÿсĕмре. Мускав, Санкт-Петербург, Сочи, Хусан, Калининград, Ростов, Волгоград, Самар, Чулхула, Саранск, Екатеринбург хулисем тĕнчери чи лайăх футболистсене йышăнĕç. Питĕ илемлĕ çĕнĕ стадионсемпе ытти спорт аренисем çĕкленеççĕ халĕ.
Тĕнче шайĕнчи пысăк спорт ăмăртăвĕсем чи малтанах халăх валли чăн-чăн уяв пулмалла. Çынсен кăмăл-туйăмĕсем çĕкленччĕр, çĕнĕ ĕмĕтсем çуралччăр тесе тăрăшаççĕ вĕсене йĕркелекенсем.
Планетăри халăхсене пĕрлештерес тесе пирĕн те çине тăрса ĕçлемелле, Раççей чысне çÿллĕ шайра тытма тăрăшмалла. Ырă çул сана, тĕнче чемпионачĕ! Сывă пултăр футбол!
Алексей ВОЛКОВ,
спорт тусĕ, историк.
Источник: "Елчĕк Ен"