17 сентября 2016 г.
çакăн пек йĕркесенчен пуçланать хамăр ентеш юрăçăсем - Типшĕм Сашукпа Дима Московский шăрантаракан Елчĕк çамрăкĕсен гимнĕ. Авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче - Елчĕк ялĕн престол уявĕнче - Александр Невский кунĕ çак юрă пĕрремĕш хут янăрарĕ.
Уяв шăматкун, авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнчех пуçланнă - Елчĕк çамрăкĕсем Туслăх кубокне çĕнсе илессишĕн футбол вăййин тупăшăвĕнче вăй виçнĕ. Елчĕк ялĕн ятне яман вĕсем, унта хутшăннă 12 командăпа тупăшса çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.
Авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче ирхине Елчĕк районĕн тăваттăмĕш округĕн благочиннăйĕ Александр атте ертсе пынипе чиркÿре кашни çулхи пекех чăн тĕне тĕрĕс тытса пурăннă Александр Невский çветтуй аслă княçе асăнса литурги - апат кĕлли пулчĕ. Çÿлти Туррăн хăватне, чиркĕве чун-чĕререн ĕненсе пурăнакан çынсем иккĕмĕш мăнкунпа танлашакан çак уяв кĕллине хутшăнса чун канăçлăхне тупрĕç. Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта, спортпа туслă хастар вĕренекенсем ертсе пынипе, ирхи зарядка иртрĕ. Сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнассине малти вырăна хуракан, тĕрлĕрен спорт мероприятийĕсене пысăк ушкăнпа хутшăнакан коллективра пурте пĕр çын пек - вĕрентекенсем те хăйсен вĕренекенĕсенчен тăрса юлмаççĕ. Елчĕк шкулĕн районăн кулленхи пурнăçĕнчи вырăнĕ, чăннипех, курăмлă. Вĕсем кашни мероприятире хастар пулнипе, çĕнĕ ĕçсене алла илессипе малта пулнипе палăраççĕ. Технологи предметне вĕрентекенсем Ирина Егорова тата Сергей Долгов, акă, хальхинче те алă ĕçĕсен куравне йĕркелеме пултарчĕç, уява хутшăнакансене те хаваспах алă ĕçĕн ăсталăхĕпе вăрттăнлăхĕсене алла илме пулăшрĕç. Сайра тĕл пулакан çимĕçсене пухса «Асанне пахчинчи пуянлăх» ятпа йĕркеленĕ курава та кунти кĕçĕн классенче вĕренекенсемпе вĕсен вĕрентекенĕсем тăрăшса хатĕрленнине, велосипедпа чупма та ушкăнпа хутшăнма пултарнине куртăмăр. Снегира Степанова, Алена Патшина, Ольга Смирнова, Ирина Архипова хăйсен аллисемпе çыхнă, тĕрленĕ чи лайăх ĕçĕсене кăтартрĕç пулсан, хăй тĕллĕн вĕреннĕ Николай Ефимов композитор /сулахайри ÿкерчĕкре/ музыка инструменчĕсен пуххипе, Владимир Кушманов ÿнер ĕçĕпе, Надежда Федорова чăваш хĕрарăмĕсен капăр çи-пуçĕпе, Роза Парферьева искусство шкулĕнче вĕренекен ачасем тата хăй ăсталанă тĕрлĕ япаласен куравĕпе паллаштарчĕç. Чăваш Республикинчи паллă художникăн Анатолий Спиридоновăн ĕçĕсем те хăйсем патне илĕртрĕç. Раççейре Кино çулталăкĕ пулнине асра тытса районти тĕп библиотека ĕçченĕсем урамри кинозалра кун тăршшĕпех çамрăксемпе аслă ÿсĕмри çынсене кăсăклантаракан произведенисем тăрăх ÿкернĕ фильмсем кăтартассине йĕркелерĕç, шăпăрлансем тĕрлĕрен мультфильм курса савăнчĕç. Раççей çĕрĕнче çветтуй аслă княç пулса пурăннă, вырăс халăхĕн йывăр пурнăçне çăмăллăх кÿрес, вĕсен хутне кĕрес тесе Ылтăн уртана пилĕк хутчен кайнă Александр Невский çинчен каласа кăтартакан истори урокĕнче пулма, унăн ячĕпе ятарласа ÿкернĕ кинофильма курма тата «Святой витязь земли русской» кĕнеке тишкерĕвне хутшăнма та май пулчĕ.
Елчĕк ялĕ пуçланса кайнăранпа 428 çул çитнине халалланă, кăçалхипе тăваттăмĕш хут анлăн паллă тăвакан уяв ĕç кунĕ вĕçленнĕ хыççăн 17 сехетре савăнăçлă лару-тăрура пуçланчĕ. Кунта ытти ял çыннисем те нумаййăн килсе çитнĕ. Престол уявĕ ячĕпе Александр Невский ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ, Елчĕк районĕн тăваттăмĕш округĕн благочиннăйĕ Александр Сенькин саламларĕ. Ун хыççăн ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Блинов сăмах илчĕ. Вăл ял çыннисен кашни кунхи пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕ пирки чарăнса тăчĕ, паллах, уяв ячĕпе те пурне те ăшшăн саламларĕ, ырлăх-сывлăх, ăнăçусем сунчĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, ятлă-сумлă ватăсене чысласси тĕп вырăнта пулчĕ. Хальхи вăхăтра чи нумай пурăнакансенчен пĕри - Мария Грачева, вăл 90 çул тултарнă /ăна пирĕн корреспондент район ертÿçисемпе П.Скворцовпа тата Н.Миллинпа пĕрле ÿкерсе илнĕ/. Арçынсенчен чи ватти - Николай Чернов, вăл 87-ре. Кирилловсен Егор ывăлне чи çамрăк гражданин, Светлана тата Дмитрий Зайцевсен çемйине чи çамрăк çемье пулнине палăртрĕç. Уява йĕркелесе ирттерекенсем тирпейлĕ те хăтлă пурăнакансем хушшинче тĕрлĕ номинацире иртнĕ конкурс кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнипе паллаштарчĕç. «Чи тĕслĕхлĕ урам» ята Кооператив урамне, «Нумай хваттерлĕ чи тĕслĕхлĕ çурт» ята Комсомольски урамĕнчи 10-мĕш çурта, «Нумай хваттерлĕ çуртри чи лайăх подъезд» ята Мир урамĕнчи 23-мĕш çуртри пĕрремĕш подъезда пама йышăннă. «Чи лайăх хушма хуçалăх» номинацире Титов урамĕнче пурăнакан Владимир Агеев хуçалăхĕ мала тухнине пĕлтĕмĕр.
Елчĕксене паллă кун ячĕпе саламлама Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ, хамăр ентеш Юрий Попов, «Слава картофелю» Агрофирма» ОООн директорсен канашĕн председателĕ, Чăваш Республикинчи çĕрулми туса илекенсен ассоциацийĕн председателĕ Александр Капитонов килсе çитрĕç. Вĕсем хăйсем лайăх пĕлекен, паллакан, пĕр-пĕринпе алла-аллăн тытăнса ĕçлекен Елчĕк ялĕн пултаруллă çыннисем пирки кăмăлтан аса илсе каласа кăтартрĕç, хăйсене вĕсемпе ĕçлеме тÿр килнишĕн тивĕçлипе мухтаннине, мăнаçланнине палăртса пурне те уяв ячĕпе саламларĕç. Район пуçлăхĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ - Петр Скворцовпа Николай Миллин та ял-йыша уявпа кăмăлтан саламларĕç, малашне пĕрлехи вăйпа пурнăçламалли ĕçре ăнăçу сунчĕç.
...Тĕп лапамра хаваслă юрă-кĕвĕ янăрарĕ. Ача-пăча пылак ĕçме-çиме, тĕрлĕрен теттесемпе суту-илÿ тăвакан лавккасемпе аттракционсем тавра пуçтарăнчĕ.
Çамрăксене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас, Елчĕк ял урамĕсемпе тĕплĕнрех паллаштарас тĕллевпе велочупу та йĕркеленĕ /аялти сăнÿкерчĕкре/. Сăмах май, велосипедпа чупма кăмăллакансем асăннă спорт тĕсне кăмăлласа йышăнчĕç. Пĕрремĕш хут ăна çулла йĕркелесе ирттернĕччĕ. Унта хутшăннă арçын ачасемпе тата хĕрачасемпе сăмах хушнă май вĕсен шухăшне пĕлме те май пулчĕ.
- Велосипедпа чупса тата инçене çитес килет, - терĕç вĕсем пĕр харăсах. Чăннипе çапла, велосипедпа чупни кăмăла уçать, чуна ырăлăх кÿрет, сывлăха çирĕплетме те пулăшать.
Уявра курмалли тата та нумай пулчĕ: тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕсем, хĕрарăмсем пăта пек кĕлеллĕ пушмак тăхăнса инçĕшне чупни, ясли-сада çÿрекен ачасен ашшĕ-амăшĕ хăйсем илемлетнĕ кÿмесене кăтартни, шăпăрлансем виçĕ урапаллă велосипедсемпе ăмăртни таран.
Чăваш Республикинчи Ĕç çыннин çулталăкĕ пулнине асра тытса парикмахерсем хушшинче «Професси енĕпе чи лайăххи» ята çĕнсе илессишĕн çивĕч тупăшу иртрĕ. Çакăн йышши конкурс районта пĕрремĕш хут иртнĕрен-и, пуриншĕн те кăсăклă пулчĕ. Унта 4 ăста парикмахер: Анастасия Иванова, Венера Мальцева, Надежда Карсакова тата Кристина Егорова хутшăнчĕç. Конкурс район администрацийĕ ятарласа çирĕплетнĕ йĕркепе килĕшÿллĕн пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе малалла аталантарма пулăшас тĕллевпе ирттернине шута илсе, унта хутшăнакансен ĕçне жюри членĕсем çивĕч куçпа хакларĕç.
Юлашкинчен чаплă концерт пулчĕ. Унта районти паллă коллективсем, Шупашкартан ятарласа килсе çитнĕ хамăр ентеш артистсем хутшăнчĕç. Уяв фейерверкпа вĕçленчĕ. Фаер-шоуна - çулăма вылятса ташланине те куракансем кăмăлласа йышăнчĕç.
...Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин Елчĕк ялĕн уявне çÿллĕ шайра ирттерме пулăшнă пуçаруллă çамрăксене чун-чĕререн тав тунине палăртать.
Хаклав
Сергей ПЧЕЛОВ, уява йĕркелесе ирттерме хутшăнакансенчен пĕри:
- Елчĕк ялĕн престол уявне кунта çуралса ÿснĕ, хăйсем кирек ăçта ĕçлесе пурăнсан та тăван ялăн сумне çÿле çĕклеме тăрăшакан ырă кăмăллă çынсем пулăшнипе йĕркелесе ятăмăр. Вĕсен хушамачĕсене кашнине уйрăммăн каласа та пĕтереймĕн. Кăçалхипе тăваттăмĕш хут иртнĕ уяв йăлана кĕрессе шанатпăр. Малашне çакăн валли тата тĕплĕнрех хатĕрленмеллине - Елчĕк ялĕн тĕп çыннисем, кунти йышлă йăхсем çинчен каласа кăтартассине, вĕсене сума суса чыслассине малти вырăна хумаллине ăнланатпăр.
Мария ГРАЧЕВА, ялти чи ватă хĕрарăмсенчен пĕри:
- 90 çула çитессе сунман та. Мĕншĕн тесен шăпам ытла йывăр пулчĕ-çке. Тавах Турра, сывлăхпа, ăс-тăнпа пурăнатăп.
Хальхи пурнăçа иртнипе танлаштараймăн. Çамрăксем çителĕклĕ, телейлĕ пурнăçпа ÿссе çитĕннишĕн, вĕсем мал ĕмĕтлĕ пулнăшăн чун-чĕре хĕпĕртет. Ватăсене те манмаççĕ вĕсем. Паянхи уяври чыслав маншăн тĕлĕнмелле пысăк сум пулчĕ. Тавтапуç хисепленĕшĕн.
Петр КРАСНОВ, паллă артист-юрăçă, Елчĕк ялĕнче çуралса ÿснĕ:
- Чылай çул Шупашкарта ĕçлесе пурăнатăп, гастрольсенче тĕрлĕ ял-хулара пулса курма тивет пулсан та Елчĕк ялĕнчен лайăххи урăх çук. Çуралнă тăван ялăм - чи хакли. Хальхинче те уяв йыхравне Антонина мăшăрăмпа иксĕмĕр те кăмăлтан йышăнтăмăр. Кунта эпир хамăр ентеш артистсемпе, Елчĕк ялĕн каччисемпе хĕрĕсемпе, кинĕсемпе пĕрле килсе çитрĕмĕр. Сцена çине тухсан вара хама нихăçанхинчен ирĕклĕн те шанчăклăн тытнине туйрăм. Мĕншĕн тесен эпĕ тăван ялта, аякран тинкерекен вун-вун мăшăр куç та эпĕ - вĕсен, Елчĕк ялĕн ывăлĕ пулнине чун-чĕререн йышăннине туйса илтĕм. Юлташсемпе, кÿршĕ-аршăпа курнăçма, сăмах хушма май килни чун-чĕрене ăшăтрĕ...
Светлана АРХИПОВА.
Источник: "Елчĕк Ен"