МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районăн спорт энциклопедийĕ пулать

18 января 2017 г.

Районăн спорт энциклопедийĕ пулать

Елчĕк районне туса хунăранпа 90 çул çитнине халалласа тата района, республикăна чапа кăларнă ентеш спортсменсене, профессионал тренерсене, физкультурăпа спорта аталантарас тĕлĕшпе ырми-канми вăй хуракан обществăлла тренерсене сума суса Лаш Таяпара çуралса ÿснĕ, массăллă информаци хатĕрĕсенче вун-вун çул ĕçленĕ, журналистсен С.Элкер ячĕллĕ, А.Талвир ячĕллĕ премисен лауреачĕ, РФ физкультурăпа спортăн отличникĕ Петр Петрович Сидоров-Лаштай писатель-журналист «Елчĕк районĕн спорт энциклопедине» хатĕрлеме пуçланă. Çак кунсенче унпа пирĕн корреспондент курса калаçнă.

- Петр Петрович, Совет Çарĕнчен службăран таврăнсан эсир ялти шкулта ĕçленĕ, унтан районти комсомол организацине ертсе пынă. Халĕ чылайранпа Шупашкарта ĕçлесе пурăнатăр пулсан та Елчĕк районĕ çинчен нумай çыратăр. Ваттисем каланă пек: «Тăван тăваллах туртать-и?»

- Ку ыйту çине çапла хуравланă пулăттăм: тăван тавралăха юратнăран, пур ентеш те хăй çуралса ÿснĕ Елчĕк районне, унăн çыннисене лайăхрах пĕлччĕр тесе çыратăп тата ĕçлетĕп. Çавна май Елчĕкри комсомол райкомĕнче ĕçленĕ вăхăтра, 1972 çулта, СССРа йĕркелени 50 çул çитес умĕн Елчĕкри культура çуртĕнче тăван тавралăх халăх музейне йĕркелесе яма мехел çитертĕм. Каярахпа музей Беляевсен çуртне куçрĕ, экспонатсемпе пуянланса пычĕ. Елчĕк районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Петрович Миллин район центрĕнче тăван тавралăх халăх музейĕн комплексне тума шутланине илтрĕм те питĕ савăнтăм.

2000 çулта хам вĕренсе тухнă Лаш Таяпа шкулĕ 160 çул тултарнă май шăллăмпа Василий Эктелпе пĕрле «Тăван шкултан -инçе çула» /206 стр./ кĕнеке кăлартăмăр. Афган вăрçине халалланă «Çамрăклăх вутра», «Афганистан вут-çулăмĕ витĕр» кĕнекесене вулакансем ăшшăн йышăнчĕç. Юлашки 10 çулта Елчĕк район историйĕпе çыхăннă, хамăр тăрăхран тухнă çынсем çинчен 40 ытла очеркпа статья çыртăм. Вĕсем «Елчĕк ен» хаçатра, республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче пичетленчĕç. Кунсăр пуçне спорт темипе «Олимп çулĕ такăр мар», «Старт за околицей - финиш с рекордом» кĕнекесем кун çути курчĕç.

Шел пулин те, Шупашкарта тата ытти çĕрте пурăнакан ентешсем кăна мар, çитĕнекен çамрăк ăру та хамăр район, Чăваш Ен аталанăвĕн историне кĕрсе юлнă мухтавлă çыннисем çинчен начар пĕлет. Çавăнпа та эпĕ хăй вăхăтĕнче /20.03.1969 - 30.01.1974/ ВЛКСМ Елчĕк райкомĕнче ĕçленĕ, 1990 çулсен варринче юлташсемпе пĕрле «Елчĕк ен» ентешлĕх йĕркеленĕ, Чăваш халăх ăс-хакăлĕпе искусствăн чăн академикĕ пулнă май çĕнĕ кĕнекесем çыратăп. Халĕ пусăрăнса ларсах «Елчĕк районĕн спорт энциклопедийĕ» кĕнеке хатĕрлетĕп.

- Петр Петрович, сирĕн çырмалли темăсем нумай пулнине пĕлетĕп-ха. Районти спорт историне çутатакан кĕнеке çырма вăхăт çитрĕ-и?

- Çапла. Эпĕ кăсăкланнă, тĕпченĕ тăрăх, паянхи çамрăксен 50 проценчĕ ытла чăвашсен 1-мĕш олимпиецĕ Ардалион Игнатьев ăçта çуралса ÿснине пĕлмест. Тĕлĕнмелле вĕт!

Ытти пултаруллă спортсменсем иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнчех пулнă, халĕ те нумай. Акă, тăван районта пурăнакан çынсенчен нумайăшĕ пирĕнтен тахçанах е юлашки çулсенче уйрăлса кайнă, Элекçей Тимешре çуралса ÿснĕ, йĕлтĕрпе чупассипе Чăваш АССРĕн нумай хут чемпионĕ, спорт организаторĕ Анатолий Андреев /1917-1986/, спорт мастерĕ Юрий Ильин /1961-2015/, ЧАССР чемпионĕсем пулнă, Елчĕк тăрăхĕнчи хĕрарăмсенчен чи малтан СССР спорт мастерĕ Луиза Дмитриева /Лаш Таяпа, 1946-2009/, кĕрешес енĕпе пĕрремĕш спорт мастерĕ Илья Уркин /Аслă Елчĕк, 1948-2000/, иккĕмĕш спорт мастерĕ Владимир Филимонов /Çĕнĕ Пăва, 1951-2001/, штанга йăтассипе темиçе хутчен те республикăн абсолютлă чемпионĕ пулнă Исаак Портнов /Аслă Пăла Тимеш, 1964-2004/, кире пуканĕ йăтассипе, «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри турнирсенче çĕнтернĕ Геннадий Маленький /Аслă Таяпа, 1969-2013/ тата Анатолий Турхан /1957-2016/, самбо енĕпе Раççей чемпионачĕн бронза призерĕ /1988/, кĕрешĕвĕн 3 тĕсĕпе СССР спорт мастерĕ, милицин подполковникĕ Василий Лапшин /Кармал/ тата эпĕ лайăх пĕлнĕ ытти хисеплĕ юлташсем çинчен питĕ начар пĕлеççĕ. Вĕсем вара ĕç тата вăрçă паттăрĕсем пекех - Елчĕк ен мăнаçлăхĕпе мухтавĕ.

Тăван районта çуралса ÿснĕ паллă тренерсемпе спортсменсем паян çĕршывăн тĕрлĕ регионĕсенче, сăмахран, çăмăл атлетика енĕпе тĕнче спорт мастерĕ, 1997-2000 çулсенче çĕршыв чемпионачĕсен призерĕ Зинаида Семенова /1962 ç. ç., Çуткÿл/, 1960 çулсенче Пĕтĕм Союзри ăмăртусенче палăрнă СССР спорт мастерĕ Шейхетдин Бакаев /1939 ç. ç., Çĕнĕ Пикшик/, дзюдо енĕпе СССР спорт мастерĕ, самбо енĕпе РСФСР тава тивĕçлĕ тренерĕ Валерий Рахмуллин /1958 ç. ç., Яманчÿрел/, шывра ишес енĕпе тĕнче спорт мастерĕ, Пĕтĕм Союзри халăхсен X Спартакиадин чемпионки, 10 хут ытла çĕршыв чемпионкин ятне çĕнсе илнĕ Елена Курчина /1973 ç. ç., Курнавăш/ тата ыттисем те пурăнаççĕ. Вĕсем çинчен те лайăхрах пĕлесчĕ...

Юлашки çулсенче пирĕн районтан тухнă 15-22 çулсенчи хăш-пĕр вăйлă атлетсем - Кавалти Александр Павлов, Патреккелĕнчи Анна Гавриловăпа Андрей Кузнецов, Акчелĕнчи Оля Николаева, Кавалти Алина Панкратова, Аслă Пăла Тимешри Любовь Иноходова Чăваш Ен чысне Европăра тата Пĕтĕм тĕнчери ăмăртусенче хÿтĕлеççĕ...

Паллах, лайăх ĕçлекен физкультура учителĕсем, тренерсем, ялсенче физкультурăпа спорт ĕçне йĕркелесе пыракансем те, спорт ăмăртăвĕсен спонсорĕсем те чылай пирĕн. Вĕсене çĕнĕ кĕнекере çырса кăтартатпăр.

Алçырусене, хисеплĕ юлташсем, район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн специалисчĕ Павел Портнов тата «Елчĕк ен» хаçат редакторĕ патне кĕртсе пама пултаратăр.

Çĕнĕ кĕнекене Елчĕк районĕ 90 çул тултарнине паллă тунă тĕле /кĕркунне/ хатĕрлесе çитересшĕн. Çавăнпа, хаклă юлташсем, спортра палăрнă çынсем çинчен сведенисене пĕрремĕш çур çултах пуçтарса çитересчĕ.

Н.АЛЕКСЕЕВ калаçнă.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика